АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ертcе пырасси. Экономика. Аталану

28 июня 2008 г.

Республика кунĕн мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн хальтерех туса лартнă нумай енлĕ залĕнче “Ертсе пырасси. Экономика. Аталану” Шупашкар экономика форумĕн пĕтĕмлетÿ ларăвĕ иртнĕ. Ăна РФ патшалăх Думин çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ (йĕркелÿ комитечĕн председателĕн çумĕ) Константин Косачев уçнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, форума чикĕ леш енчи патшалăхсен, федерацин ĕç тăвакан органĕсен, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем, финанс органĕсен представителĕсем, республика ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисем, район-хула администраци пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем, наука çыннисем пухăннă. Пурĕ 500 представитель ытла. Форум июнĕн 19-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Çирĕм ытла мероприяти ирттерме ĕлкĕрнĕ. “Çавра сĕтел” тĕл пулусене, конференцисене, калаçусене, презентацисене, куравсемпе инноваци ярмăрккисене, ĕç биржисене тата ытти мероприятие халăх йышлă хутшăннă. Июнĕн 20-мĕшĕнче “Регионсем – пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси” регионсен хушшинчи курав уçăлнă. Форумсенче экономика тата финанс ыйтăвĕсене, экологи тата финанс ыйтăвĕсене, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăлармалли, ресурссем перекетлекен технологисемпе усă курмалли, пĕчĕк бизнеса инвестици хывмалли тата ытти майсене анлăн сÿтсе явнă.

Константин Иосифович Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительне, Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх канашĕн членне Григорий Рапотана сăмах панă.

Полномочиллĕ представитель форумра пăхса тухакан ыйтусем Раççей Федерацийĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн 2020 çулчченхи тапхăрти Стратегийĕн концепцийĕпе уйрăлми çыхăннине палăртнă. Унăн тĕп çул-йĕрĕсем пысăк технологие тивĕçтерекен производствăсем йĕркелесси, Раççей Федерацийĕн чĕр таварне сутнинчен продукци тирпейлесси çине куçасси. Форум Шупашкарта иртни те ахальтен мар. Раççей Федерацийĕн Атăлçи округĕнче пысăк пахалăхлă пĕтĕм продукцин тăваттăмĕш пайне туса кăлараççĕ. Çак ĕçре Чăваш Республикин тÿпи пысăк. Çĕр айĕнчи пуянлăхсемсĕр кунта экономика аталанăвĕн çирĕп çулĕ çине тăнă, нумай енĕпе кăтартусем Раççейĕн вăтам кăтарту шайĕнчен иртеççĕ. Предприятисен ăнăçлăхĕ, тĕп пурлăха инноваци нумайрах хывни, суту-илÿ биржисем, ял хуçалăх секторĕ, ытти отрасль, пĕчĕк бизнес тухăçлă ĕçлени республика экономикине тата çирĕпрех аталантарма пулăшĕç.

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров хăйĕн саламлă сăмахĕнче çакна палăртрĕ: экономикăна аталантарма чи малтан ертсе пырас ĕçе лайăхлатмалла. Çакна валли çирĕп пĕлÿ тата воспитани ĕçне вăйлатни кирлĕ. Кусем пуш сăмахсем мар, Чăваш Ен экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ. Президент çĕршывра лару-тăру питĕ йывăр пулнă тапхăрта (укçи те çук, пенси парăмĕ те пысăк), вунă çул каярах, “Çĕнĕ шкул” программа туса хатĕрлени çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Çакă вĕрентÿ тытăмне тĕпрен çĕнетсе лайăхлатма, воспитани ĕçне çÿллĕ шая çĕклеме кирлĕ пулнă. Паян çирĕппĕнех çапла калама пулать: республикăра вĕрентÿ тытăмĕ тĕпрен çĕнелнĕ. Владимир Путин Чăваш Енре пулнă чух çакна тÿрех асăрханă. Чăваш Енре вĕренсе тухакансем Мускавпа Санкт-Петербургри паллă аслă шкулсене вĕренме кĕресси вунă çул хушшинче 100 хут ÿснĕ! Вĕсем Чăваш Ен пуласлăхĕ.

Президент сывлăх сыхлавĕнче пулса иртекен ырă улшăнусем çинчен те каларĕ. Республика çемье врачĕн офисĕсене уçас енĕпе Раççейре малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать.

Республикăра 500 тĕслĕх библиотекăна хальхи оборудованипе çĕнетсе çитернĕ. Иртнĕ виçĕ çул хушшинче çынсем библиотекăсене çÿресси 40 процент ÿснĕ.

Республика финанс политикине çирĕплетсе пырать. Ку енĕпе унăн рейтингĕ пысăк. Çак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕпе Раççей Перекет банкĕ Килĕшĕве алă пуснă, банк Раççей экономикине аталантарма 2008-2010 çулсенче 175 миллиард тенкĕрен кая мар хывать.

Николай Федоров Шупашкар экономикин форумне хутшăнакансене Чăваш Ен пурнăçĕпе кăсăкланнăшăн тав тунă, малашне ăнăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх суннă.

Ларура Раççей Промышленниксемпе предпринимательсен союзĕн президенчĕ Александр Шохин тухса калаçнă.

Форум ячĕпе РФ ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕнчен Сергей Лавровран, РФ Суту-илÿ тата промышленноç палатин президентĕнчен Евгений Примаковран саламлă çырусем килнĕ.

Форумра “Чи лайăх инвестици проекчĕ”, “Чăваш Республикин чи лайăх экспортерĕ” конкурссен çĕнтерÿçисене чысларĕç, “Чăваш Ен чи лайăх организацийĕсем” рейтинга пĕтĕмлетрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика