28 июня 2008 г.
Паянхи кун районта çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе 7 авари пулнă, вăл шутран 4 çын аманнă, 3-шĕ вилнĕ. Пĕлтĕр ку вăхăтра – 5 инкек, вĕсенче 4 çыннăн кун-çулĕ татăлнă, 1 аманнă. Уйрăмах асăннă инкексем руль умне ÿсĕр пуçпа ларнипе пулнă. Шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕнче тăрăшакансем кăçал 109 ÿсĕр водителе удостоверенисĕр хăварнă, вăл шутра июнь уйăхĕнче 12-шĕнне туртса илнĕ. Уйрăмах вĕсенчен ытларахăшĕ ĕç вăхăтĕнче хăйсем тăрăшакан предприятисемпе учрежденисен автомашинисемпе çула тухнă.
Июнĕн 22-мĕшĕнче ÿсĕр водителе пула Сорăм тата Трапай ялĕсем хушшинче пысăк инкек пулнă. Николай Геннадьевич Глухов руль умне ÿсĕрле ларнине пула çын пурнăçĕ татăлнă.