АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн

28 июня 2008 г.

Çулсерен районта çăмăл тата груз турттаракан автомашинăсен юхăмĕ ÿссе пырать. Çакă водительсен тата çуран çÿрекенсен тимлĕхне ÿстерме хистет. Çавăнпа та ачаранах урамра хăйне тытма пĕлнишĕн яваплă пулма, çул-йĕр правилисене пăхăнма хăнăхтармалла. Ку пирĕн «Хĕвел» ача сачĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.

Эпир, педагогсем, асăннă хăнăхусем йăлана кĕччĕр тата ачасенчен йĕркене пăхăнакан çуран çÿрекен çын пултăр тесе музыкăпа тата вăйăпа усă куратпăр, театрпа ал ĕçĕсем урлă вĕрентетпĕр. Çак ĕçе эпир ашшĕ-амăшĕсене тата патшалăх çул-йĕр инспекцийĕн ĕçченĕсене явăçтаратпăр, вĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр.

Ачасене çул çинче тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарас ĕçе пурин те хутшăнмалла. Акă, кăçалхи çула республикăра Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Паллах, çак çулталăка халалласа кăна мар, яланах çул çинче пĕчĕк шăпăрлансене курсан вĕсене машинăсем çÿрекен çĕрте выляма юраманнине ăнлантармалла. Енчен те çул урлă каçма хатĕрленекен, йывăр йăтнă кинемее е мучине курсан пулăшăр. Кашни тав тунă сăмах сире малашне йывăрлăхсенчен çăлса пырĕ. Ан манăр, ыттисене ырă туни – çыннăн чи паха енĕ.

Çуллахи кунсем шăваççĕ. Аслисене, ачасене те, кану, юхан шыв, çуран çÿресси тата велосипедсемпе çула тухасси кĕтет тата ытти те. Çулла питĕ лайăх та хаваслă ирттĕр, нимĕнле инкек те пирĕн кăмăла ан пăстăр. Ашшĕ-амăшĕсем те, пепкисем те таса та сывă пулччăр. Асăрханулăх тата тимлĕх пирки кăна манас марччĕ!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика