02 июля 2008 г.
Николай Федоров Президент июнĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттерчĕ. Малтанах вăл Республика кунне паллă тунă кунсенче ирттернĕ мероприятисен малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Вĕсем июнĕн 18-24-мĕшĕсенче иртнĕ. Июнĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Раççей Перекет банкĕпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен Герман Оскарович Грефпа килĕшĕве алă пуснă. Раççей Перекет банкĕ 2008-2010 çулсенче Чăваш Ен экономика аталанăвне 175 миллиард тенкĕрен кая мар, çав шутра кăçал 55 миллиард тенкĕ хывать.
Раççейĕн пĕрремĕш “Раççей инновацине – Раççей укçа-тенки” форумĕнче июнĕн 19-20-мĕшĕсенче 700 çын, çав шутра 450-шĕ ытти регионсемпе ют çĕршывсенчен, 23 регионран, Чăваш Енпе пĕрле, 120 Раççей организацийĕн представителĕ хутшăннă. Пурĕ 70 миллиард тенкĕлĕхе яхăн 100 ытла инвестици килĕшĕвне тата протоколне алă пуснă. “Управлени. Экономика. Аталану” экономика форумне июнĕн 20-21-мĕшĕсенче 1200 çын ытла хутшăннă.
Унсăр пуçне Республика кунĕнче:
Пĕтĕм Раççей халăх пултарулăхĕн “Раççей çăл куçĕсем” XVI фестивальне Раççей Федерацийĕн 31 регионĕнчен, 3 ют çĕршывран (Беларуç Республики, Эрмен Республики, Бельги королевстви) 39 пултарулăх коллективĕ – пĕтĕмпе 600 çын ытла хутшăннă.
“Раççей ăстисем” декораци-прикладной искусство ăстисен Пĕтĕм Раççейри VI конкурсне Раççейĕн 18 регионĕнчен 64 ăста хутшăннă.
“Раççей юррисем” фестиваль-марафона Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе 11 пултарулăх коллективĕ хутшăннă.
Çичĕ кун хушшинче, июнĕн 18-24-мĕшĕсенче, уяв мероприятийĕсенче Шупашкарта 264 пин çын пулнă, Муркаш, Йĕпреç районĕсенче – 50 пин çын ытла.
Президент Республика кунĕ ячĕпе ирттернĕ мероприятисене хутшăннисене – Чăваш Ене малалла аталанма пысăк вăй хунисене ăшшăн тав турĕ.
Правительство ларăвĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин “Чăваш Республикин докуменчĕсен обязательнăй экземплярĕ çинчен” саккун проектне пăхса тухса ырларĕç, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕн министерствин Чăваш Республикин “Республикăн культура программисен дирекцийĕ” автономи учрежденине, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Чăваш Республикин “Вĕрентÿпе методика центрĕ” автономи учрежденине туса хурасси çинчен йышăнусем турĕç, республика экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн ытти ыйтăвне пăхса тухрĕç.