АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххипе пĕрле... япăххи те

02 июля 2008 г.

Район администрацийĕ уйăхра пĕр хут ферма ĕçченĕсен кунне йĕркелет. Райадминистраци тата ял хуçалăх управленийĕн ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ ушкăнсем хуçалăхсенчи фермăсене çитсе кураççĕ, вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашаççĕ. Июнĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ ферма ĕçченĕсен кунĕнче лайăххипе пĕрлех пăшăрхантаракан тĕслĕхсем пулнине палăртмасăр иртме çук. Акă, пĕр эрне каялла районĕпе кашни ĕне талăкра вăтамран 13,6 килограмм сĕт антарнă, хальхинче вара сăвăм 12,4 килограма çити чакса ларнă. Çакăн сăлтавне тĕрлĕ хуçалăхра тĕрлĕрен ăнлантараççĕ.

– Кун таврăнчĕ, çавăнпа ĕнесем сĕт чакарчĕç, – теççĕ пĕрисем.

– Вăйлă çумăрсем çуса тăчĕç, çакă сĕт сахалланнин сăлтавĕ, – теççĕ теприсем.

... Эпир “Асамат” хуçалăхăн Штанаш уйрăмĕнче. Кĕтÿ малтан козлятник пулнă уйра çÿрет. Чăнах та, шыв çителĕклĕ кунта. Мĕншĕн тесен плотина юнашарах. Анчах курăкĕ... Качака çимелĕх те çук вăл.

– Ĕнесене çÿлерех хăпартма каларĕç-ха, – терĕç Е.Удяковпа В.Осипова кĕтÿçсем. – Унта курăк япăх мар.

Ыйту тухса тăрать: ку таранччен мĕншĕн-ха кĕтĕве курăк лайăхрах ÿснĕ çĕре куçарман; Ĕнесене ирхине кая юлса уя илсе тухаççĕ, иртерех фермăна кĕртеççĕ. Кĕтÿçĕсем вырăнтан мар, Элĕк районĕнчи Тури Выла ялĕнчен. Вĕсене автомашинăпа илсе килеççĕ, леçсе яраççĕ. Выльăхсене курăк çулса парассине йĕркелемен. Çулламалли тăвар çук.

– Хальхи вăхăтра кашни ĕне куллен 9,7-шер килограмм сĕт антарать, – терĕ ферма заведующийĕ М.Русскова.

Фермăна хĕле хатĕрлес ĕç мĕнле пырать-ха; Ку таранччен нимех те туман. Ĕçĕ сахал мар – вите тăррине юсамалла, транспортера та çĕнетни кирлĕ. Пĕрремĕш Хурашаш ферми çывăхĕнче силос хывма пуçланă. Вăрманкасра та силос тата сенаж янтласа хăварма палăртнă. Ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерессине йĕркелемен. Халăхран сĕт пухмаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, “Асамат” уçă акционерла обществăра паян ĕне пуçне куллен 7,8 килограмм çеç сĕт сăваççĕ. Çакă районти чи пĕчĕк кăтарту. Иртнĕ çул талăкра вăтамран 9,6 килограмм пухăннă.

Ферма ĕçченĕсен кунне хутшăннă ушкăнсен ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ÿстерес тĕлĕшпе нумай çĕрте япăх ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, “Авангард” уçă акционерла обществăра хальхи вăхăтра 62 ĕне тытаççĕ. Талăкра 655 килограмм сĕт пухăнать. Кашни ĕне 10,6 килограмм сĕт антарать. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра 12 килограмм пулнă. Витесене хĕле хатĕрлеме строительство материалĕсем кÿрсе килнĕ. Анчах ку енĕпе ĕçлеме бригада туса хуман. 30 гектар курăк çулнă, ăна тĕркемлеме пуçлаççĕ. Силоспа сенаж тума тытăнман-ха.

“Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕн Карăкçырми фермин кăтартăвĕ – 13,9-шер килограмм. Ку пĕлтĕрхинчен 100 грамм сахалрах. Çакă аван – 6 çынран строительство бригадине йĕркеленĕ. Вĕсем фуражлăх тырă хумалли склад тăваççĕ. Силос тата сенаж хывмалли траншейăсене хатĕрлесе çитернĕ. 170 ĕне тытмалăх çуллахи лагерь йĕркеленĕ. Ĕнесене унтах сăваççĕ. Хуçалăх халăхран сĕт пуçтарать. Унпа пăрусене тăрантараççĕ. Кооператив лайăх пахалăхлă сĕт кăна сутать.

“Путь Ильича” уçă акционерла обществăн ĕне фермисем икĕ çĕрте – Ачкассинче тата Шулюра. Кăçал витесене юсаса çĕнетес тĕллевпе 550 кубла метр йывăç хатĕрленĕ. Ачкасси ферминче сенаж траншейине тасатнă, анчах шуратман. Шулюра ку енĕпе нимĕн те туман. Кашни ĕнерен сĕт сăвассине кăçал пĕлтĕрхинчен ÿстернĕ. Кĕтÿ нумай çул ÿсекен курăксен пуссинче çÿрет. Çакă пăшăрхантарать – Шулю ферминче сĕт вăрланă тĕслĕхсем пулкалаççĕ. Малашне кунпа килĕшсе ларма юрамасть.

“Свобода” колхоз сĕт сăвассипе те, аш-какай хатĕрлессипе те япăх мар ĕçлет. Хĕл кунĕсене те тĕплĕ хатĕрленсе кĕтсе илесшĕн кунта. Тăватă çынран строительство бригади йĕркеленĕ. Хăйăр тата вак чул кÿрсе килесшĕн. Выльăх апачĕ янтлама виçĕ траншея тасатса тирпейленĕ. Шел, курăк çулас ĕç анлă сарăлса каяйман.

Хальхи вăхăтра хуçалăхра 300 пуç ĕне выльăх. Çак шутран сумалли 100 ĕне. Куллен 17,3 килограмм сĕт илеççĕ. Çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 300 грамм нумайрах. Сунă сĕтĕн 96 процентне патшалăха ăсатаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи 5 уйăхра районĕпе 277,1 тонна аш-какай туса илнĕ. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен ытларах. Сĕт 2266,6 тоннăпа танлашать е пĕлтĕрхинчен сахалрах. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне выльăх йышĕ 345 пуç чакнă. “Путь Ильича” обществăра 132 пуç, “Победăра” – 25, “Аккозинский” кооперативра – 33, “Асаматра” – 333 пуç чакарнă. Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче ĕне пуçне 1425 килограмм сĕт илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 37 килограмм е 3 процент каярах. Продукци хисепĕ чакни ĕнесен йышне пĕчĕклетнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Акă, “Путь Ильича” обществăра 100 пуç, “Асаматра” 45 пуç сахалрах тытаççĕ. Пĕринче 74 тонна, тепринче 139 тонна, “Аккозинский” хуçалăхра 63 тонна сĕт сахалрах илнĕ. Кăçал иртнĕ çулхинчен 211 тонна продукци каярах пухăннă.

Çакна та палăртмасăр иртме çук. Ял хуçалăх предприятийĕсенче пысăк квалификациллĕ зооветспециалистсем çитмеççĕ. Çакă кулленхи ĕçре пысăк чăрмавсем кăларса тăратать. Тĕслĕхрен, кăçалхи 5 уйăхра пурĕ 941 пăру илнĕ. Иртнĕ çул çак тапхăрта 1022 пăру пулнă. “Путь Ильичара” 4 пăру, “Асаматра” – 45, “Свобода” колхозра 19 пăру илсе çитереймен. Нумай хуçалăхсенче çавăн пекех пушмак пăрусемпе кирлĕ пек кĕтĕве çĕнетсе пыраймаççĕ.

Умри тĕллевсене пурнăçлас пулсан выльăх-чĕрлĕхе тулăх рационпа тăрантармалла, уйрăмах йÿнĕ апатпа – ешĕл курăкпа туллин усă курмалла. Кĕтÿçĕсен яваплăхне ÿстересси – чи кирли. Паллах, ферма ĕçченĕсене вăхăтра шалупа тивĕçтермелле. Çакăн пек чухне ÿсĕм тума пулатех.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика