02 июля 2008 г.
Уй-хирте тырă пиçсе çитиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Тулли те вăрăм пучахлă ырашпа кĕрхи тулă пуссисем ĕçчен алăллă механизаторсене кĕтсе лараççĕ ĕнтĕ. Тыр-пула вăхăтра, тăккаламасăр пухса кĕртесси паян техникăна хĕрÿ ĕç çине мĕнле хатĕрленинчен нумай килет. Çакна лайăх ăнланаççĕ “Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçисем. Кунта 4 комбайн, кашнинпе ĕçлеме икĕ механизатор çирĕплетнĕ. Вĕсем агрегатсене йĕркене кĕртме тытăннă. Сăмах май, хуçалăх кăçал тĕш тырă пуçтарса илмелли тепĕр комбайн та туянасшăн.
Кăçалхи вырмара районĕпе 7136 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле. Çак шутран 2989 гектар кĕрхисем, 4178 гектар çуртрисем йышăнаççĕ. Паянхи куна 42 комбайн шутланать. Шел те, вĕсенчен 28-30-шĕ кăна ĕçе хутшăнма пултарать. СК-5 “Нива” агрегатсемсĕр пуçне хуçалăхсенче хăватлă Дон-1500 йышши комбайнсем – 4, “Енисей” – 4, “Класс” йышши 1 комбайн пур.
Анчах çакă пăшăрхантарать – районти хуçалăхсенче, “Нивăсăр” пуçне, уй-хир карапĕсене ĕçе хатĕрлеме пуçăннă теме çук. Ир вăраннă, тутă пулнă – çак каларăша манас марччĕ. Техникăна вăхăтра йĕркене кĕртмелле, ăна ĕç çине шанчăклă хатĕрлемелле.