АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕ иртрĕ

02 июля 2008 г.

Мăн Этмен ял тăрăхĕн администрацийĕ (пуçлăхĕ – Л.Н.Сергеева) йăлана кĕнĕ йĕркепе ял уявне йĕркелесе ирттерчĕ. Унта виçĕ ял çыннисем – Мăн Этменте, Шĕмшешре тата Пĕчĕк Этменте пурăнакансем, хăнасем хутшăнчĕç. Уява Т.Артемьева учительница ăнăçлă ертсе пынине палăртмалла.

Уяра ял тăрăхĕн админитсрацийĕ ялти чи ватă çынсене – В.Морсковапа А.Шалтайкина парнесемпе чысларĕ. Çавăн пекех парнесене çур ĕмĕр тата 25 çул пĕрле пурăнакан 3-шер мăшăр, çĕршыва сыхлама тухса каякан икĕ çамрăк, кăçал çуралнă икĕ пепкен ашшĕ-амăшĕ тивĕçрĕç.

Юлашкинчен çакна каламалла. Уяв кĕрекине лариччен ял-йыш мĕн авалтан пÿрт-çурта, картишне тирпей-илем кĕртнĕ. Мăн Этмен ял тăрăхĕ те çакăнтан пăрăнман. Акă, урамсене, стадиона, масара тасатса тивĕçлĕ сăн кĕртнĕ, çулсене якатнă. Çуркунне нумай çынна йывăç-тĕм лартма хутшăнтарнă.

Умри тĕллевсене пурнăçласан уявра савăнма та аван. Çакна ытти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те шута илни вырăнлă. Лайăх ĕçлерĕн – лайăх канса вăй-хал пух.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика