АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ансамбль юрри-кĕвви чуна тыткăнлать

02 июля 2008 г.

Ансамбль юрри-кĕвви чуна тыткăнлать

Хĕрлĕ Чутайри ачасен искусство шкулĕ çумĕнче “Святая Русь” вокал ансамблĕ йĕркеленнĕренпе 4 çул çитрĕ. Коллектива Ираида Владимировна Спиридонова ертсе пырать. Ирина матушка Мускаври Православи Академийĕнче чиркÿ хорĕн регенчĕн специальноçне алла илнĕ. Хальхи вăхăтра искусство шкулĕнче хор юррисен преподавателĕ пулса тăрăшать.

Хор юррисен уйрăмне çÿрекенсен пĕлÿ шайĕ çÿллĕ пулнине вĕсен кăтартăвĕсем аван çирĕплетеççĕ. Çак хушăра “Святая Русь” ансамбль республикăн тĕрлĕ районĕсенче пулса хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Коллектив мĕнле кăна фестиваль-конкурссене хутшăнман пулĕ. 2004 çултах вокал ансамблĕ “Чăваш Ен пултаруллă ачисем” ятлă регионти форумра çĕнтерÿçĕ тата лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Тепĕр çулхине ушкăн “Чăваш Ен чечекĕсем” республикăри фестивальте лауреат ятне тивĕçнĕ. Ансамбль ытларах чиркÿ юррисен кĕввипе халăха тыткăнлать. Репертуарта вырăс-чăваш юррисем те сахал мар. Вĕсен çитĕнĕвĕ çинчен вĕçĕ хĕррисĕр çырса кăтартма пулать. Республикăри е районти смотр-конкурссенче “Святая Русь” ансамбль яланах малтисен йышĕнче. Çамрăк талантсене ÿсĕм çулĕпе ертсе пынăшăн И.В. Спиридонова темиçе хутчен те район пуçлăхĕн А.И.Криковăн Тав хутне тивĕçнĕ. Кăçал Ираида Владимировнана воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн ЧР Культура министерстви Хисеп грамотипе чысланă.

2008 çул коллектившăн ăнăçлă темелле. Ансамбль республикăри ача-пăча хорĕсен фестивальне хутшăнса чылай Хисеп грамоти çĕнсе илнĕ. Коллективри вĕренекенсем районта иртнĕ çамрăк юрăçсен фестивалĕсенче пĕччен юрлассипе пĕрре мар палăрнă. Акă, Аня Данилова, Дашăпа Оля Спиридоновасем, Валентина Улянды, Оля Тимофеева хĕрсен пултарулăхĕ уйрăмах иксĕлми. Регина Чишкинапа Эвелина Пашкуртова выпускниксем халĕ те “Святая Русь” ансамбльпе тачă çыхăну тытаççĕ, тĕрлĕ фестивальсене хутшăнма вăхăт тупаççĕ.

Кăçал, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче, ансамбль “Ыр кăмăллăх” акцие хутшăнса концертсемпе савăнтарать. Нумай пулмасть коллектив Шупашкарти ачасен колонийĕнче пулнă.

Республикипе паллă “Святая Русь” ансамбль кăçал Республика кунĕн уявĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ Лапамра “Раççей çăл куçĕсем” гала-концертра “Вокал ансамблĕсем” номинацире “Как пойду я на быструю речку” юрăпа лауреат ятне тивĕçнĕ – “Ылтăн Ника” статуэткăна çĕнсе илнĕ.

“Святая Русь” ансамблĕн юрри-кĕвви чăннипех чуна тыткăнлать. Çитĕнĕвĕн тупсăмĕ – чуна çывăх юрăсем шăрантарнинче, халăха çывăх пулнинче.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика