АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле ĕçленĕ юлташ

02 июля 2008 г.

Пĕрле ĕçленĕ юлташ

Пирĕн тăрăхра ырă та пултаруллă, пысăк та яваплă вырăнсенче ĕçлесе орден-медальсене тата хисеплĕ ята тивĕçнисем сахал мар. Вĕсен ячĕсене «Красночетайский район: люди и годы» (2002ç.), «Энциклопедия Красночетайского района» (2004ç.), «Красночетайский край» (1997, 2002ç.)тата «Красночетайцы на фронтах войны» (2005ç.) кĕнекесенче тупма пулать. Çапах та асăннă кĕнекесене лекейменнисем те пур, вăл шутра – Тихăнушкăнь çынни М.И.Тайкин та.

Нумаях пулмасть хаçат редакцине Шупашкартан çыру çитрĕ. Ăна Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.В. Никольский тăванĕ, 76-ри тылпа ĕç ветеранĕ Николай Пантелеймонов таврапĕлÿçĕ çырать. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче алла диплом илнĕ хыççăн, 60-70-мĕш çулсенче, вăл тĕп зоотехник пулса министерствăра ĕçленĕ. Министр çумĕ М.И. Тайкин çамрăка пур енлĕ пулăшса пынă. Пĕр-пĕрне çывăх пĕлнĕ аслă юлташĕ пирки çырса кăтартать те ĕнтĕ вăл.

Мирон Иванович Тайкин 1915 çулхи августăн 9-мĕшĕнче Чулхула кĕпĕрнинчи Кăрмăш уесне кĕрекен Атикасси вулăсĕнчи Тихăнушкăнь ялĕнче (халĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь тăрăхне кĕрет) çуралнă. Вăрнарти зоотехниксемпе ветеринарсене вĕрентекен техникумра пĕлÿ илнĕ хыççĕн Сĕнтĕр районĕнчи Урпаш (вырăсла Юваново) ветеринари участокĕнче заведущи пулса ĕçленĕ. 1935-1937 çулсенче çар ретĕнче тăнă. 1937 çултан пуçласа – Чкаловски, кайран Патăрьелти ветеринари лечебницинче – заведующи, çав районти машинăпа трактор станцийĕн тĕп зоотехникĕ тата райĕçтăвкомри ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Мускаври К.А. Тимирязев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх академийĕнчи Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх институтне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерсе ученăй зоотехник дипломне алла илнĕ. Асăннă районтах вăл Клавдия Максимовнапа паллашнă, çемье çавăрнă. Калас пулать, хитре хĕрĕн йăмăкне, Марийăна, вара Василий Давыдов качча илнĕ. 91-ри поэтпа мăшăрĕ халĕ те Шупашкарта пурăнаççĕ.

1960 çулта М.И.Тайкина Чăваш ял хуçалăх министерствин чăх-чĕп инкубаторĕн станцийĕн кайăк-кĕшĕк управленийĕн начальникĕ пулма лартаççĕ. 1961 çулта ăна çĕнĕрен йĕркеленĕ Чăваш совхозĕсен трестне куçараççĕ те – производство пайĕн начальникĕн çумĕ, 1962-1965 çулсенче ял хуçалăх продукчĕсене тăвас тата хатĕрлес енĕпе ĕçлекен министрĕн çумĕ пулса тăрăшать. 1972 çултан çĕнĕрен тунă республикăри совхозсен производство пĕрлешĕвĕнче начальникăн çумĕ пулса вăй хурать. Ку ĕçре вăл тава тивĕçлĕ канăва тухичченех тимлет.

М.И.Тайкин – пысăк квалификациллĕ специалист. Мирон Иванович Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн аталанăвне выльăх-чĕрлĕх тухăçне кашни çул ÿстерессине пысăк тÿпе хывнă. Çавăн пекех вăл республикăри агропромышленноç комплексĕн пурлăхпа техника базин никĕсне çирĕплетессишĕн чылай вăй хунă. Мирон Иванович ĕçлеме пултарнипе, принциплăхпа çирĕп ыйтнипе, çав хушăрах сăпайлăхпа палăрса тăнă, республикăра пурăнакансем тата ĕçтешсем ăна хисепленĕ.

Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн М.И.Тайкина Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, «Хисеп палли» орденпа, чылай медальпе грамотăсемпе наградăланă, «РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлă зоотехникĕ» тата «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» ята тивĕçнĕ. Шел те, 1990 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче 76 çула кайсан М.И.Тайкин çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Тайкинсене эпир мăшăрăмпа час-часах аса илетпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика