02 июля 2008 г.
Кăçалхи çулталăк пуçламăшĕнче ЧР Президенчĕ Н.Федоров маттур, пултаруллă тата малашлăха ăнтăлакан çамрăксене ятран паракан стипендипе хавхалантарасси пирки йышăну кăларчĕ. Районта çак укçана 7 çамрăк тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче “Нива” ЯХПК-ра тăрăшакан Светлана Николаевна Саверкина та пур.
С.Н.Саверкина (хĕр чухнехи хушамачĕ Горшкова) Карăкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех “Нива” хуçалăхра вăй хураççĕ: çемье пуçлăхĕ – ферма заведующийĕ, амăшĕ – лаборант. Аслисене кура ачисем те ферма ĕçне хăнăхса ÿснĕ, вĕсене пулăшнă. Анчах Светлана Николаевна шут ĕçне суйласа илнĕ. Малтанласа хĕр пĕлĕве Çĕмĕрле хулинче ÿстернĕ, унтан Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне пĕтернĕ. Хула пурнăçĕ илĕртмен хĕре, ялтах тĕпленсе пурăнма тĕв тунă. 2001 çулта тăван хуçалăхра бухгалтерта тимлеме тытăннă. Хĕрÿ чĕреллĕ çамрăк пĕлĕве татах та анлăлатас тĕллевпе Мускаври патшалăх технологипе управлени университетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. 2007 çулта Светлана Николаевна экономист дипломне алла илет.
С.Н.Саверкина паянхи кун та “Нива” ЯХПК-ра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе ĕçлекен бухгалтерта тимлет. Чуна çывăх професси суйласа илнипе кăмăллă вăл.