02 июля 2008 г.
Шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ, выпускниксен сыв пуллашу каçĕсем иртрĕç. Вĕренекенсемшĕн тинех чи кĕтнĕ вăхăт – çуллахи каникул çитрĕ. Ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ чун тĕпренчĕкĕсене сывлăхпа кану лагерĕсене вырнаçтарассишĕн хыпкаланать, теприсем ачисене килти хуçалăхра ĕçлеттерессишĕн тимлеççĕ. Çав хушăрах хăшĕ-пĕрисем çуллахи пушă вăхăта мĕнле ирттермеллине пĕлмесĕр усăсăр çапкаланса çÿреççĕ. Тепĕр чухне аслисем те ачисене тимлĕхрен вĕçертеççĕ, ачан шăпипе интересленмеççĕ, усал ĕçе тĕпренчĕкĕ тума пултараймасть тесе шухăшлаççĕ. Шел те, ирĕке хăнăхнă, ашшĕ-амăшĕн сăмахне хăлхана чикмен çамрăк йĕркене пăсатех. Никам та çакă çĕр çинче преступник пулса çуралмасть те, анчах çул çитменнисем хушшинче саккуна пăсакансем тупăнсах тăраççĕ. Акă, кăçал Ирчкассинчи Ж.-па М. ятлă арçын ачасем, укçа-тенкĕллĕ пулас шутпах, паллах, ялти К.-сен килĕнчен тĕрлĕ тĕслĕ металл пуçтарса тухнă. Шкул ачисем хушшинче ют пурлăха хапсăннă тĕслĕхсене татах та çырса кăтартма пулать. Çакă пăшăрхантарать: ачасем пĕчĕклех вăрлама хăнăхса ÿсеççĕ. Кайран мĕн курăпăр-ши; Нумай пулмасть Туканашри лесничество территорийĕнче ача шăрпăкпа вылянине пула кил-çурт çунса кĕлленчĕ. Çаксене шута илсе ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕ çуллахи вăхăтра çамрăксене преступлени тăвассинчен хăтарас, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесене асăрхаса тăрас, ачасене пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшас тĕллевсемпе “Çул çитмен çамрăк” (“Подросток”) профилактика операцийĕ ирттерме йышăннă. Вăл 3 тапхăрпа пулать: пĕрремĕш “Çапкаланчăк ача” ятпа иртмелле, иккĕмĕш “Çамрăк – Çулла”, виççĕмĕш “Çамрăк – Çемье”.
Профилактика тапхăрĕнче комисси йĕркеллĕ мар çемьесене çитсе унти ачасен пурнăçĕпе интересленĕ, аслисем чун тĕпренчĕкĕсен воспитанийĕпе мĕнле ĕçленине тĕрĕслĕ. Çавăн пекех вырăнти влаç органĕн специалисчĕсемпе çыхăнса учетра тăракан тата йĕркелĕхе пăсакан çамрăксене вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса парассипе ĕçлĕ, кану лагерĕсене вырнаçтарĕ. Хальхи вăхăтра шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем халăх йышлă пухăнакан вырăнсене тухса çÿреççĕ, унти йĕркелĕхе тĕрĕслесе тăраççĕ. Çул çитмен çамрăксене наркоманирен асăрхаттарасси те – тĕп ĕçсенчен пĕри.
Ашшĕ-амăшĕсем, хăвăр ачăр пушă вăхăта мĕнле ирттернипе интересленĕр: эрех-сăрапа аташмасть-и, наркотик тутанса пăхман-и;
Çул çитмен çамрăксене усал йăла-йĕркерен хăтарасчĕ.