05 июля 2008 г.
Раççей Центросоюзĕ республикăсен, крайсен тата облаçсен потребсоюзĕсен 2008 çулхи пĕрремĕш кварталти ĕçне пĕтĕмлетнĕ.
Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл кăтартăвĕсемпе Чăвашпотребсоюз класлă иккĕмĕш вырăн йышăннине палăртнă, вак суту-илÿ аталанăвĕпе – пĕрремĕш, хатĕрлев ĕç-хĕлĕн аталанăвĕпе – пĕрремĕш вырăнсем. Çакăн çинчен Центросоюз канашĕн председателĕ Евгений Кузнецов Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕн Валерий Павловăн ячĕпе янă правительство телеграмминче пĕлтернĕ.