05 июля 2008 г.
Утă çи çитрĕ. Халĕ ĕлĕкхи пек шап-шурă çи-пуç тăхăннă çынсем çавапа сулăннине сайра куратăн. Курăк çулса пухас ĕçе механизациленĕ теме юрать. Апла пулсан, кăçал обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрлеме майсем пур. Ăнăçлăх ĕçе вăхăтра пурнăçланинчен, паха утă пухса кĕртнинчен, сенажпа силос кирлĕ чухлĕ хывса хăварнинчен килет. Районĕпе пурĕ 7328 гектар çинчи курăка тирпейлесе кĕртмелле. Нумай çул ÿсекен курăксем, пĕр çул ÿсекеннисем тата улăх-çарансем ĕç аллисене кĕтеççĕ. Ытлари кун тĕлне хуçалăхсенче 1130 гектар çулнă, ку лаптăкăн 15 проценчĕ. 250 тонна утă, силос – 200, сенаж 500 тонна янтланă. Утă çи çулсеренех кăткăс условисенче иртет. Кăçал тата чăрмавлăрах. Куллен тенĕпе пĕрех çумăр çăвать. Кама айăплатăн-ха куншăн; Паллах, никама та. Анчах ял çыннин çакăн пек йывăр лару-тăрурах выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ апат туса илмелле. Урăхла пурăнаймăн.
Хуçалăхсенче утă çи вăй илсех пырать. Косилкăсем халĕ утăлăх, силослăх тата сенажлăх курăк çулаççĕ. Ял хуçалăх управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паян пур çĕрте те выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăннă. Анчах хăш-пĕр çĕрте çак ĕçе тăсса пыни те сисĕнет. Кун пеккисем ĕç хăй еккипе пырасса шанаççĕ пулас. Çанталăк улшăнса лайăхланасса кĕтеççĕ пулинех. Анчах ку хаклă вăхăта çухатни çеç. Мĕн пур майсемпе усă курса обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли çине тăрсах апат хатĕрлеме тăрăшмалла. Пĕр пек условисенчех “Асамат”, “Коминтерн” тата “Нива” хуçалăхсенче çулнă лаптăксен хисепĕ ÿссех пырать.
Çанталăка шанса ларни ултавлă. Малтанхи тапхăрта курăксене иртерех çулса япăхрах утă е сенажпа силос янтласан та, иккĕмĕш е виççĕмĕш çулнине пахалăхлă апат хатĕрлеме пулать. Паллах, ку савăнтаракан япала мар. Пахалăхлă апат выльăхсене çитернĕ чухне те лайăх палăрать. Ученăйсем сăнанă тăрăх, ĕнерен талăкра 18 килограмм сĕт суса илме пĕрремĕш класлă утă – 4,2, япăхраххи 7,1 килограмм кирлĕ. Çавăнпа та пахалăхлă апат янтласси тĕп вырăнта пулмалла. Ăна ытларах хатĕрлени продуктивлăха ÿстерме пулăшни каламасăрах паллă. Апат пахалăхĕ чылай чухне хуçалăхсен ертÿçисемпе специалистсенчен нумай килет. Малтанах хăш уйри курăкран утă, сенаж е силос хатĕрлемеллине палăртмалла. Сăмахран, утă люцернăран, тимофеевкăран, ÿхлĕм курăкĕнчен аван пулать, анчах вĕсене чечеке лариччен çулмалла. Кая хăварсан хытса каяççĕ. Сенажа вара клевертан хывсан аван, çулассине каллех кая хăвармалла мар.
Лайăх сенаж пултăр тесен çулнă курăка траншейăна хывиччен 50-55 процент таран кушăхтармалла. Çак массăна кĕске вăхăтра, 4-5 кун хушшинче хывса хăвармалла. Тултарнă май курăка тракторсемпе лайăх таптаса пусăрăнтармалла. Шел, çак йĕркене пур çĕрте те пăхăнса пымаççĕ. Иртнĕ çул “Асамат” хуçалăхра шăпах çакăн пек тĕслĕх пулнăччĕ. Технологие пăсса тунă сенажа ĕнесем çиместчĕç. Сăвăм та чакса ларнăччĕ.
Утă çи вăхăтĕнче мĕн пур ĕçе комплекслă майпа туса пымалла. Пĕр вăхăтрах сенажне те, уттине те янтлама тăрăшмалла. Паллах, кунта ĕç алли те чылай кирлĕ. Çавăнпа та кашни хуçалăхрах ял çыннисене утă çине массăллăн явăçтарасси çинчен шухăшламалла. Ку вара вĕсене ĕçшĕн мĕнле тÿленипе çыхăннă. Тÿрех каламалла, çак енĕпе эпир япăх ĕçлетпĕр. Ертÿçĕсем кун çине тимлĕ пăхманни аван сисĕнет. Халăха мĕн чухлĕ тÿлессине е пурлăх тĕлĕшĕнчен мĕнле хавхалантарассине вырăнта татса памалла. Ĕçлекен çынна лайăхрах, унăн тăрăшулăхне кура тÿлеме тăрăшмалла. Хресчен ĕçне тивĕçлипе хаклани çеç утă çине вăхăтра ирттерме, пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеме пулăшĕ.