АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрлĕх юрату

05 июля 2008 г.

Кăçалтан пуçласа Раççейре июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье тата юратупа тÿрĕлĕх кунне паллă тăваççĕ. Çак куна çветтуй мăшăрăн – Петĕр княçпа Феврони княгиньăн ĕмĕрлĕх юратăвĕпе ар-арăм тÿрĕлĕхне (супружеская верность) халалланă.

Петĕрпе Феврони çинчен калакан халап çакăн пек: хресчен хĕрĕ княçе сыватнă. Князь, хăйĕн юратăвĕшĕн тем тума та хатĕрскер, ытти пуянсем чарнине пăхмасăр, çак хĕре качча илнĕ... Пурнăçран уйрăлма та вĕсем пĕр-пĕрне кĕтнĕ...

Çемье тата юратупа тÿрĕлĕх кунĕн йĕркелÿ комитетне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн мăшăрĕ Светлана Медведева ертсе пырать.

Ăшă та çутă çак уяв чиркÿ календарĕнчен (июлĕн 8-мĕшĕнче Муромра 780 çул хушши çветтуй Петĕрпе Феврони кунне паллă тунă) пирĕн пурнăçа куçни питĕ вырăнлă. Савăнăçлă та паллă куна Çемье çулталăкĕнче йĕркелени те витĕмлĕ.

Çĕнĕ уявăн хăйĕн медалĕ тата символĕ – шур чечек (ромашка) – пур.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика