АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » П.Е.Борисов 100 çул тултарать

05 июля 2008 г.

П.Е.Борисов 100 çул тултарать

Кунсем, çулсем пит хăвăрт иртеççĕ. Çирĕммĕш ĕмĕрти хăрушă вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул çитрĕ. Тăван çĕршывшăн пынă вăрçă вутĕнче мĕн чухлĕ юн тăкăннă, пин-пин салтак паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Шел те, çĕршыва тăшман пусмăрĕнчен çăлса хăварнисен йышĕ çултан-çул чакса пырать. Паянхи кунччен мирлĕ, савăк пурнăçпа киленсе пурăнакансем ватăлса вăйсăрланнă ĕнтĕ. Акă, Енкĕлт ялĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ, хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай салинче хĕрĕ патĕнче пурăнакан Павел Егорович Борисов ыран, июлĕн 6-мĕшĕнче, 100 çул тултарать. Сăмах май, çак кунсенче район администрацийĕ юбиляра парне тăвас тесе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 429 пинлĕх адреслă пулăшу паракан свидетельствăпа чыслĕ.

Пĕр ĕмĕр пурăнса ирттерме çăмăл-ши; Ку ыйту çине çав таранччен пурăнма вăй-хал çитернисем çеç хуравлама пултараççĕ пулĕ. Тĕл пулса калаçнă чухне аслă ăру çыннисене тимлесе итлетĕн те тĕлĕнетĕн. Мĕн кăна тÿссе ирттермен-ши вĕсем, çапах чун-чĕре хастарлăхне, кăмăл-туйăмне çухатман. Акă, Енкĕлтре çуралса ÿснĕ, унтах ĕмĕрне ĕмĕрленĕ Павел Егорович Борисовах илер. Мĕн чухлĕ тÿсĕмлĕхпе ĕненÿлĕх пĕр çынрах. Унăн ырă ĕçĕ, сумлă ячĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

П.Е.Борисов районти арçынсенчен чи вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри шутланать. Ку та хăйне майлă рекорд. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ пурнăçра терт-нушине сахал мар тÿссе ирттернĕ. Самани çапла пулнă-çке ун чухне. Çамрăклах йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Ача чухнех унăн алли-ури пур ĕç çумне те çыпçăннă, такама та тем те туса пама хатĕр пулнă. Ытла та ырă чунлă, сăпайлă çын. Тен, çавăнпах ăна ялта ватти-вĕтти те хисеплесе Павел Егорович тесе чĕннĕ, халĕ те çаплах. Çакă вăл халăх хушшинче ырă ятпа çÿренĕрен, паллах.

1941 çулта фашистла Германи çарĕ Тăван çĕр¬шыв çĕрĕ çине тапăнса кĕрсен ялти пур вăй питти арçынна та вăрçа кайма повестка параççĕ. Павел Егорович та алла пăшал тытса тăшмансенчен Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Вăл чылай фронтсенче çапăçнă, нумай хулапа яла ирĕке кăларассишĕн пурнăçне шеллемесĕр паттăрлăх кăтартнă. Мĕн вăрçă пĕтичченех çапăçу хирĕнче пулнă вăл, тăшмана хăваласа Берлина çитнĕ.

– Çĕнтерÿ вăл çухату та, савăнăç та, куççуль те, – йывăррăн каласа пачĕ П.Е.Борисов. – Хам куçпа курса чăтса ирттернине, çывăх туссем вăрçă хирĕнче выртса юлнине, хаяр çапăçу саманчĕсене ниепле те манаймастăп.

Çĕнтерÿ хыççăн тĕреклĕ те патвар арçын тăван киле çутă ĕмĕтпе таврăнать. Каллех ял хуçалăхĕнче, тăван колхозра тимлеме пуçлать.

Паян вăрçă ветеранĕн кăкăрĕ çинче чылай награда йăлтăртатать: Отечественнăй вăрçă орденĕ, “Çапăçури паллă ĕç¬семшĕн”, “Хăюлăхшăн”, “Кенигсберга илнĕшĕн” тата ытти юбилей медалĕсем.

Вăрçă участникĕ 100 çулхи юбилейне тулли кăмăлпа кĕтсе илме хатĕрленет. Тĕрĕсрех каласан, хăй çав çула çитме пултарнишĕн кăшт тĕлĕнет те. Вăрттăнлăхĕ – вăл нихăçан та эрех-сăрапа аташман, ватлăх енне сулăнсан чĕлĕм те туртман, курăк чейне пылпа ĕçет. Павел Егорович ĕмĕрĕ вăрăм пулнишĕн чи çывăх тăванĕсене тав тăвать. Вĕсем-çке ватă çынна çемье ăшшине парса хавхалантараççĕ, малалла пурăнма вăй-хăват кĕртеççĕ. Юбилярпа тĕл пулнă май, унăн хĕрĕ Ольга Павловна пĕр тĕлĕн¬термĕш çинчен каларĕ. Чечексем ÿстерме кăмăллать кил хуçи хĕрарăмĕ. Нумай пулмасть чÿречере ÿсекен алоэ çеçке кăларнă. “Алоэ 100 çулта пĕрре çурăлать тенине илтнĕ эпĕ. Атте юбилейĕ валли алоэ çеçке кăларни пирĕншĕн тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Ырă çынна туйса чечек кăларнă вăл, теççĕ тăвансем пĕр шÿтлесе те тĕлĕнсе”, – каласа пачĕ О. П.Ярайкина.

Чăн сăмахăн суйи çук, паллах. Павел Егорович ялти ятлă çын пулнă, халĕ те хисепре. Çынпа ĕмĕрех ăшă, ырă пулнă, халăхшăн тăрăшнă, тăван колхозшăн вăйне панă. Вăл ырă сăмаха, хисепе тивĕçлĕ çын.

Уяв çитнĕ май, юбиляр тавра чи çывăх тăванĕсем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем пуçтарăнаççĕ. Эпир те сумлă çулхи хисеплĕ ватăна канлĕ ватлăх, çемье ăшшине туйса пурăнма ăнăçу сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика