АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене – мĕн ачаран

05 июля 2008 г.

Ача-пăча нумай япалана аслисене кура вĕренет. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси те кĕрет çак шута. Енчен те ирхине ача садне кайнă чух пепкине çавăтнă ашшĕ е амăшĕ çывхарса килекен машинăна «асăрхамасăрах» çул урлă чупса каçать пулсан, шăпăрлан çак «тĕслĕхе» ас туса юласси куç кĕрет. Çакна тата кăçал Çемье çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса «Пилеш» ача садĕнче тăрăшакансем çул-йĕр правилисене мĕн пĕчĕкрен вĕрентме тăрăшаççĕ. Ача сачĕ кашни çулах районта тата республикăра иртекен «Светофорик» конкурса хутшăнать. Пĕлтĕр районта иртнĕ çак конкурсăн «Ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентес енĕпе чи лайăх ĕçлекен ача сачĕ», «Çул-йĕр правилисене ачасене вĕрентессипе тата çак ĕçе ашшĕ-амăшĕсене явăçтарассипе ĕçлекен чи лайăх воспитатель» тата «Чи лайăх агитбригада» номинацисенче малти вырăнсене йышăнма пултартăмăр. Кăçал асăннă конкурсра республика шайĕнче тивĕçлĕ кăтартусем пуласса шанатпăр.

Ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентесси ăнăçлă пулса пытăр тесе ятарлă занятисен, калаçусен, экскурсисен, тĕрлĕ вăйăсен хатĕрлевĕсемпе, цифрăллă вĕрентÿ ресурсĕсемпе (шкул çулне çитмен ачасене аталантармалли çинчен калакан дисксем çине çырнă программăсем), плакатсемпе тата илемлĕ литературăпа усă куратпăр.

Нумаях пулмасть ача садĕнче «Халиччен пулман çул-йĕр паллине ÿкер» конкурс иртрĕ. Ачасем хăйсен шухăш хăватне палăртса çакăн пек паллăсем ÿкернĕ: «Асăрханăр, чĕрĕпсем!», «Часах тинĕс!», «Çул урлă каçнă чух сотовăй телефонпа калаçма юрамасть!».

Кĕçĕн ушкăнри ачасене çул-йĕр правилисене вĕрент¬нĕ чух эпĕ хам хатĕрленĕ «Ача садне çÿрекенсем валли çĕнĕлле çырнă авалхи юмахсем» занятисен ярăмĕпе усă куратăп. Çак занятисенче ачасем юмах та итлеççĕ, вăйăсем те выляççĕ, çул çÿревре те пулаççĕ. Хам алăпа тата ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе хатĕрленĕ çулсен, урамсен, çул-йĕр паллисен макечĕсем, милиционерăн, таксистăн, медицина ĕçченĕн костюмĕсем тата ытти вăйă хатĕрĕсем занятисем ирттернĕ чух витĕмлĕ пулăшу кÿреççĕ.

Çитес вăхăтра ача сачĕн çурчĕ йĕри-тавра çуран тата машинăсемпе çÿрекенсен «çулне» паллă туса тухасшăн. Ку ĕçре ГИБДД пулăшу парасса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика