09 июля 2008 г.
Николай Федоров Президент ячĕпе “Раççей ЕЭСĕ” РАО АУОна ертсе пынă Анатолий Чубайсран çыру килнĕ, унта электроэнергетика аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса парас енĕпе пĕрле ĕçленĕшĕн, пулăшнăшăн тата ăнланнăшăн тав тунă.
А.Чубайс электроэнергетикăна реформăлассине, çав шутра тытăма анлăн улăштарассине, электроэнергин курттăм рынокне йĕркелессине тата ĕçлеттерсе ярассине патшалăх влаçĕн федераци тата регионсен шайĕнчи органĕсем çине тăрса хутшăнмасăр тата пулăшмасăр пурнăçлама пултарайманнине палăртнă.
“Шансах тăратăп: Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем электроэнергетика аталанăвĕпе ĕçне йĕркеленĕ чух малашне те йышăнусем тумалли тĕп центр пулĕç, отраслĕн тĕллевлĕ тытăмĕн компанийĕсемпе алла-аллăн вăй хурса регионти потребительсене энергипе шанчăклă тивĕçтерме кирлĕ условисем туса хурĕç”, – тенĕ çырура.