АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комбайнсене хăвăртрах йĕркене кĕртер

09 июля 2008 г.

Уй-хирти тырă пуссине кĕçех сарă тĕс çапĕ. Кĕрхи культурăсем уйрăмах лайăх тухăç парасса шанма пулать. Вĕсен хăмăлĕ вăрăм, пучахĕсем сулмаклă, тĕшши тулли. Пĕтĕмĕшле илсен, ĕç çи пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çак хĕрÿ те яваплă тапхăра мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ-ха районти хуçалăхсем;

– Пурнăç йывăрлăхсем кăларса тăратнине пăхмасăр ял ĕçченĕсем япăх мар тыр- пул çитĕнтерчĕç, – терĕ районти ял хуçалăх пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.Коробков. – Умри тĕллев – ĕçе пĕр пĕрчĕ тырă та сая каймалла мар йĕркелемелле. Ĕç çи планĕсене инженерсен тĕрĕс расчечĕпе çирĕплетмелле. Техникăлла сăлтавсене тата ĕçе тĕрĕс йĕркелеменнине пула вырма агрегачĕсем ахаль ан тăччăр, вĕсемпе тухăçлă усă курмалла. Кашни комбайн талăкра 16-18 сехетрен кая мар ĕçлетĕр.

Агрегатсем тĕшĕленĕ тырра вăхăтра турттарса тăрассине йĕркелемелле, улăма хăвăрт пухса тирпейлемелле, хăмăл сухи туса хăварсан та аван. Ĕç пахалăхĕпе технологине пăхăнса пыни ÿсĕм тума пулăшĕ. Комбайнсене каçхи вăхăтра кăна техуход туни вăхăта перекетлеме май парĕ.

Пытармалли çук, районта техника хисепĕ пысăк мар. Вĕсене тулли хăватпа ĕçлеттерес тесен чи малтанах опытлă механизаторсем кирлĕ. Нумай пулмасть “Асамат” хуçалăхăн Сĕнтĕкçырминчи машина-трактор паркĕнче Ю.Савельев механизатора тĕл пулнăччĕ. Вăл чылай çул комбайнпа тыр-пул пухса кĕртнĕ.

– Кăçал комбайнера пулăшаканĕ пулса çеç хире тухасшăн, – пĕлтерчĕ хăйĕн кăмăлне. – Ватăлса пыратпăр, штурвал умне тăрасах килмест.

– Агрегатсене ĕçе хатĕрлес ĕç еплерех пырать; – интереслентĕмĕр эпир.

– Вĕсем патне пыма ал çитеймерĕ-ха... – пулчĕ хурав.

Чăнах та, чылай хуçалăхсенче комбайнсене хире тухма хатĕрлес ĕçе пуçăнман. “Авангард”, “Асамат”, “Аккозинский” пĕрлешÿллĕ предприятисенче тырă пухса кĕртмелли техникăна механизаторсене çирĕплетсе паман. Районĕпе вара комбайнерсемпе вĕсене пулăшаканĕсем кирлин 50 проценчĕ ытларах çеç. Ку ĕçе хăвăртлатма вăхăт. Механизаторсен кадрĕсем çителĕксĕр пулсан, “уй-хир карапĕсене” шанчăклă юсамасан 7136 гектар çинчи тыр-пула епле пухса кĕртĕн;

Çакă паха – укçа-тенкĕ çук, саппас пайсем кÿрсе килейместпĕр тесе пур çĕрте те алă усса лармаççĕ. “Нива” кооперативра, “Мочковашский” фермер хуçалăхĕнче комбайнсене юсассине аван йĕркеленĕ. Вĕсемпе ĕçлеме механизаторсем çителĕклĕ. “Путь Ильича” уçă акционерла обществăра тăватă комбайн – икшер “Нива” тата “Енисей”. Çĕр ĕç ăстисем вĕсене юсав линейкине лартассишĕн хытă тăрăшаççĕ. “Свобода” колхозра та тĕш тырă пуçтарса илмелли техникăна йĕркелес ĕç анлă сарăлса кайнă.

Çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра тата лайăх пахалăхпа пухса кĕртесси – ялти çынсен таса тивĕçĕ. Умри задачăсене ăнăçлă татса парассишĕн вăй-хала, пултарулăха шеллемелле мар. Çакна та палăртса хăвармалла – вырмара хăрушсăрлăх техникин правилисене çирĕп пăхăнса пыни кирлĕ. Унччен кашни агрегата уй-хирте ĕçлеме ирĕк памалла. Сăмахран, пур комбайн çинче те хăйăр ещĕкĕ, огнетушитель, икĕ кĕреçе, 40 литртан кая мар кĕрекен флягăпа шыв пултăр.

Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хуçалăхра яра куна вăй хуракансене кунне 1-2 хутчен вĕри апат пĕçерсе çитернин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Ку механизаторсене вăхăта перекетлеме май парать. Акă, “Асамат” хуçалăхра куллен икĕ хут апат çитерессине йĕркеленĕ. Çакă çынсен ĕçлес хавхаланăвне ÿстерет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика