09 июля 2008 г.
“Чăваш Республикинчи халăха 2005-2008 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси” тĕллевлĕ программăна пурнăçласа Пантьăк ялĕнче ку енĕпе ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Кăçалхи апрель-июнь уйăхĕсенче кунта 3258,240 пин тенкĕлĕх строительствăпа монтаж ĕçĕсем тунă. Виçĕ уйăхра шыв пăрăхĕсем хывса хăварнă, колонкăсем вырнаçтарнă, шыв уçламалли башня, пушар гидранчĕсем лартнă, разведкăпа эксплуатаци скважини пăраланă.
Подрядчик – “ПМК Водоснабжение” ТЯО “АВС” строительство компанийĕ” ТЯО-па трансформатор вырнаçтармалли ятарлă вырăн хатĕрлеме килĕшÿ тунă. Çак ĕç кăçалхи июлĕн 15-мĕшĕнче вĕçленмелле. Объект строительсен кунĕ (2008 çулхи августăн 10-мĕшĕ) тĕлне ĕçе кĕрет.
Пĕтĕмĕшле илсен, ЧР Президенчĕпе Правительство ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Çакăншăн халăх тав тăвать.