АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен çуллахи канăвĕ

09 июля 2008 г.

Июнь уйăхĕнче районти шкулсен пурнăçĕ тĕрлĕ йышши мероприятисемпе пуян пулчĕ. Çакă лагерьсем ĕçленипе çыхăннă. Пурĕ 9 шкулта ачасен канăвне йĕркеленĕ. Июнĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен 465 вĕренекен хăйсен сывлăхне çирĕплетрĕç. Сăмах май, 2007 çулта 405 ача сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене çÿренĕ, 2006 çулта – 420. Çамрăк ăрăва тутлă апат çитерме регионти социаллă страховани фончĕ (315 ача валли) тата ЧР Сывлăхпа социаллă аталану министерствин халăха социаллă пулăшу паракан центрĕ (150 ача валли) укçа уйăрса пачĕç. Пĕр кунхи апат хакĕ кашни вĕренекен пуçне 45 тенкĕпе танлашрĕ.

Ачасен канăвне йĕркелес ĕç март уйăхĕнчех пуçланчĕ. Шкулсен ертÿçисем столовăйсенче тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç: чашăк-тирĕк, холодильник, тĕрлĕ савăтсем туянчĕç, юсав ĕçĕсем турĕç, çумалли тĕрлĕ им-çамсем хатĕрлесе хучĕç. Çак ĕçсене пурнăçлама районти вĕрентÿ пайĕ 50 пин тенкĕ уйăрса пани вырăнлă пулчĕ.

Ачасен канăвĕ тĕрлĕ енлĕ, пуян пултăр, сывлăха çирĕплетнипе пĕрлех вĕсен тавра курăмĕ те анлăлантăр тесе Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви кăнтăрлахи лагерьсене профильлĕ тума сĕннĕ. Палăртмалла, районти пур лагерь те килĕшекен профиль суйласа илчĕ. Ĕçе йĕркелесе яма вĕрентÿ пайĕ лагерь ертÿçисемпе семинар-канашлу ирттерчĕ, усăллă сĕнÿсем пачĕ.

Кашни шкул хăйĕн ĕçне йĕркелесе пыма ятарлă программа хатĕрлерĕ. Конкурсра Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи «Крепыши», Питĕркассинчи «Эколандия», Хусанушкăнчи «Рассвет» лагерьсен программисем лайăххисем пулчĕç, республикăра иртекен конкурса хутшăнма тивĕçрĕç.

Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи «Крепыши» лагерьти ачасен пурнăçĕ программăпа килĕшÿллĕн ытларах спорт, физкультура, сывлăха сыхлас технологисемпе çыхăнса тăчĕ. В.Архипова лагерь ертÿçипе воспитательсем кашни кун спорт ăмăртăвĕсем, викторинăсем, тĕрлĕ йышши конкурссемпе вăйăсем йĕркелени ачасемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ. Лагерьте хăйне евĕрлĕ уйрăмлăх та палăрчĕ. «Крепыши» ачисене таçтанах уйăрса илме май параканни – мăй çинчи сарă галстук. Галстуксене çĕлеме материал параканĕ – спорта юратакан, сывлăхшăн тăрăшакан райпо ертÿçи А.Степанов.

«Эколандия» лагере (Питĕркасси шкулĕ) Г.Спиридонова ертсе пычĕ. Ачасем çут çанталăка тĕпчес, май пур таран ăна пулăшу парас тĕлĕшпе вăй хучĕç. Мероприятисем те ытларах çав енпе пулса пычĕç. Уй-хире экскурсие кайни, эмел курăкĕсене уйăрса илме вĕренни, викторинăсене хутшăнни, гербари хатĕрлени ачасене тăван тавралăха ытларах юратма пулăшрĕ.

Тăван тавралăха тĕп¬чес, экологи ыйтăвĕсене хуравлас енĕпе Мишеркасси шкулĕнчи «Дружба» лагерьти (ертÿçи Л.Долгова) ачасем те нумай тăрăшрĕç. Лагерь пурнăçĕ «Çĕр – пирĕн кил, унта пирĕн пурăнмалла» девизпа иртрĕ. Кунти ачасем çут çанталăка варалакан япаласенчен тĕрлĕ йышши хатĕр-хĕтĕр, тум-тир хатĕрлесе шкулти конкурса хутшăнчĕç, çавăн пекех «Тавралăха варалани çут çанталăкшăн сиенлĕ» калаçу, «Çут çанталăкăн тĕлĕнтермĕш тĕнчи» конкурс тата ытти нумай мероприяти пулчĕ. Юлашкинчен вĕренекенсем республикăмăрăн тĕп хулине кайса Атăл тăрăх теплоходпа ярăнчĕç.

«Радуга» лагерь (Тури Çĕрпÿкасси шкулĕ, ертÿçи – М.Максимова) ачасене тăван ен культурине тĕпчеме тата хисеплеме хăнăхтарчĕ. Ачасем хăйсен çемйин тата ялĕн историйĕсене тĕпчерĕç, чăвашсен йăли-йĕркисемпе, юррисемпе паллашрĕç, ялти ватăсемпе тĕл пулчĕç.

Çавăн пекех ачасен тавра курăмне ÿстерес, сывлăха çирĕплетес енĕпе «Рассвет» (Хусанушкăнь шкулĕ, ертÿçи – А.Лаптева), «Улыбка» (Мăн Этмен шкулĕ, В.Ярабаев), «Ровесники» (Атнар шкулĕ, Л.Кузьмина), Çĕн Атикассинчи спортпа сывлăх лагерĕ (ертÿçи Л.Бармина) тата ыттисем тăрăшса ĕçлерĕç.

Тĕрлĕ енлĕ те анлă пулчĕ ачасен лагерьти кану вăхăчĕ. Районта иртнĕ IV Спартакиада та çавнах çирĕплетет. Палăртнă кун 6 лагерьти ачасем Хĕрлĕ Чутайри тĕп стадиона пухăнчĕç. 5 енлĕ ăмăртăва хутшăнса çĕнтерÿçĕсем грамотăсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Сăмах май, Хĕрлĕчутайсен пĕрлештернĕ спорт команди, «Крепыши» тата Çĕн Атикассинчи спортпа сывлăха çирĕплетмелли лагерьти ачасем Çĕмĕрле хулинче республикăн зонăра иртнĕ Спартакиадинчен çĕнтерÿпе таврăнчĕç.

Шкул пахчинче ĕçлеме те манмарĕç лагерьсенче сывлăха çирĕплетекенсем. Вĕсем пахча çимĕç лартса хăварчĕç, чечексем çитĕнтерчĕç, йăрансене çумран тасатрĕç. Кану вăхăчĕ усăллă иртни пĕрре те иккĕлентермест.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика