12 июля 2008 г.
2008 çулхи январь-май уйăхĕсенче Чăваш Республикинче уйăхри вăтам ĕç укçи 10573,1 тенкĕ пулнă, 2007 çулхи январь-май уйăхĕсенчипе танлаштарсан 36,9 процент ÿснĕ. 2008 çулхи май уйăхĕнче пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан вăтам ĕç укçи 39,4 процент хăпарнă, 11333,4 тенкĕпе танлашнă.
Чăн ĕç укçи, потребитель хакĕсен индексĕсене шутласан, кăçал январь-май тата май уйăхĕсенче 2007 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 18,9 тата 19,1 процент ÿснĕ.
Январь-май уйăхĕсенче, пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене шута илмесĕр, чи пысăк шалу Шупашкар хулин организацийĕсенче (республикăн вăтам шайĕнчен 17,1 процент ытларах), чи пĕчĕк ĕç укçи – Улатăр, Куславкка тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче (41,8-38,6 процент пĕчĕкрех).