АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере йыш хушăннипе – кăмăллă

12 июля 2008 г.

Çемьере йыш хушăннипе – кăмăллă

Ача çуратассин кăтартăвĕ Чăваш Енре, çавăн пекех районта та лайăхланчĕ. Июлĕн 8-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 97 ача çуралнă. Çакна иккĕмĕш, виççĕмĕш е тата ытларах ача çуратакансене патшалăх курăмлă пулăшупа тивĕçтернипе те çыхăнтармалла.

Районти ЗАГС пайĕнче тăрăшакансем çемьене “çĕнĕ кайăк” килнине регистрацилессине савăнăçлă лару-тăрура ирттерме тăрăшаççĕ. Акă, июлĕн 8-мĕшĕнче, Раççейĕпех пĕрремĕш çул Çемье тата юратупа тÿрĕлĕх кунне уявланă кун, йышăннă ятпа Хĕрлĕ Чутай салинчи Василий Васильевичпа Оксана Михайловна Ефремовсен виççĕмĕш ывăл Егор çуралнине регистрацилерĕç. Телейлĕ ашшĕ-амăшне район пуçлăхĕ А.И.Криков саламларĕ, демографи лару-тăрăвне лайăхлатнăшăн мухтаса пĕчĕк пепкене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерме ăнăçу, телей сунчĕ. Ефремовсене ача çуралнипе саламлакансем чылаййăн пулчĕç. РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ В.Н.Кузнецова Оксана Михайловнана амăшĕн капиталĕн сертификатне парса чысларĕ, патшалăх пулăшăвĕпе тĕл¬левлĕ те тĕрĕс усă курмаллине каларĕ. Пĕчĕк Егорăн кукамăшĕпе асламăшĕ, çемьере йыш хутшăннипе хĕпĕртенĕскерсем, арçын ачана çирĕп те тĕреклĕ, çĕршыва юрăхлă çын пулса ÿсме пехил пачĕç.

Юлашкинчен çакна калас килет: çемьере пепке çурални телей, паллах. Ачана пăхса ÿстересси, вĕрентсе тивĕçлĕ воспитани парасси – яваплă ĕç. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен хавхалантарса пынине вара ырламалла çеç. Çуралччăр ачасем, йышланччăр çемьесем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика