12 июля 2008 г.
Июлĕн 6-мĕшĕнче Сорăм ял уявĕ иртнĕ. Çак йăлана кĕнĕ уява Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕ, ял халăхĕ тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илнĕ. Чи малтанах урамсенче тирпей-илем кĕртнĕ, волейболла вылямалли площадка тунă, вырăнти ал ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ, пуян сĕтел янтланă...
Уява клуб çывăхĕнче ирттернĕ. Унта ял çыннисем те, хăнасем те йышлăн хутшăннă. Чи малтанах Атнарти Культура çуртĕнче ĕçлекенсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Унтан Сорăмра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлекен Земфира Яковлева ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Пухăннисене уяв ячĕпе Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов, çавăн пекех ентешсем – Петр Ивантаев, Александр Самылкин тата Виталий Осмелкин саламланă. Уйрăмах ял ветеранĕсене ăшшăн саламласа тав сăмахĕсемпе чысланă. Кунпа пĕрлех хăйсен юбилейне паллă тунă ĕçченсем, кăçал çуралнă ачасен ашшĕ-амăшĕсем те салам йышăннă.
Ял çыннисемпе хуларан килнисем волейболла выляса ăмăртнă. Чылайăшĕ шашка-шахмат вăййисене хутшăннă, винтовкăран тĕл перес тĕлĕшпе вăй виçнĕ.
Ял уявĕ пуян сĕтел хушшинче малалла тăсăлнă. Пурте пĕрле техĕмлĕ чей ĕçсе киленнĕ, юрăсем шăратса савăннă.