12 июля 2008 г.
Ольга Николаевна Гусельщикова Анат Чутайра пурăнать. Çамрăк хĕр хальхи вăхăтра “Асамат” тулли мар яваплă обществăн кантурĕнче бухгалтерта тимлет. Кунти шут ĕçĕнче вăл 2006 çултанпа тăрăшать. Сăмах май, пулас профессие Ольга Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех суйланă, бухгалтер пулас ĕмĕтпе пурăннă. Çутă ĕмĕт-шухăш пурнăçланса пырать тесен те йăнăш мар. Малтанласа хĕр Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кĕрет. Унтан пĕлĕвне кооператив институтĕнче малалла ÿстерет. Ольга Николаевна куçăмсăр майпа вĕреннĕ хушăрах теорие практикăпа çыхăнтарса пырать, “Асамат” хуçалăхра шут ĕçĕнче тăрăшать. Кăмăллă, сăпайлă, ырă чунлă хĕре коллективра хисеплеççĕ, вăл хăй тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Ольга кăçал 3 курс пĕтерчĕ. Институтра аван ĕлкĕрсе пырать, обществăлла ĕçсенче хастарлăхпа палăрать.
– Пултаруллă хĕрĕн пуласлăхĕ пур, – теççĕ ĕçтешĕсем.
Ĕçри хастарлăхне кура 2008 çулта Ольга Николаевнана ЧР Президенчĕн стипендине тÿлесе тăма йышăннă.