АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи лагерьсен пĕрремĕш сменăри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем

12 июля 2008 г.

Чăваш Республикинче çынсен ăнăçлăхне тата потребительсен ирĕкне хÿтĕлекен сферăра асăрхаса тăракан федераллă службăн Управленийĕн Çĕмĕр¬лери территори уйрăмĕ сывлăха çирĕплетмелли çуллахи лагерьсенче санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхне еплерех тивĕçтернине тĕрĕсленĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кампание район пуçлăхĕн «2008 çулта çуллахи вăхăтра ачасемпе çамрăксен канăвĕпе сывлăха çирĕплетессине йĕркелесси» хушăвĕпе килĕ¬шÿллĕн йĕркеленĕ.

Май уйăхĕнче Çĕмĕр¬лери территори уйрăмĕн специалисчĕсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи 10 шкул никĕсĕ çинче кăнтăрлахи çуллахи лагерьсем уçассине тишкернĕ. Йышăну комиссийĕ шкулсем хăйсен никĕсĕсем çинче ачасен сывлăхне çирĕплетмелли учрежденисем уçма начар хатĕрленнине, санитари правилисене пăснине палăртнă, çак ĕçсене йĕркелесе яма сĕнÿсем панă. Штанашри тĕп шкулта апат-çимĕç блокĕн ĕçĕнче çитменлĕхсем чылай тупса палăртнине пула кунта çуллахи лагерь уçма ирĕк паман. Çавăн пекех лагерьсем ĕçлеме пуçличчен Тралькассинчи тĕп шкулта çăла юсаса çĕнетме, Çĕн Атикассинчи тата Мăн Этменти вăтам шкулсенче апат пĕçернĕ чух усă курмалли техника (пахча çимĕç турамалли машина, пиçнĕ апат-çимĕç валли аш арманĕ) туянма хушнă. Атнар тата Питĕркасси шкулĕсен столовăйĕсенче аш, пулă, пахча çимĕç тата чашăк-тирĕк çумалли ваннăйсем патне вĕри шыв пыманнине тупса палăртнă. Питĕркасси шкулĕнче вентиляци системи юсавсăр пулнă, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн апат-çимĕç блокĕнче вентиляци хатĕрĕсем лартман.

Районти 10 шкулта шывăн микробиологи тата санитарипе хими кăтартăвĕсене тĕрĕсленĕ, вĕсем кирлĕ шайра пулнине палăртнă.

Кăçал шкулсенчи çуллахи лагерьсенче пĕр¬ремĕш смена 18 куна тăсăлнă, пурĕ 465 ача канса сывлăхне çирĕплетнĕ. Çак хушăра инфекци чирĕсене, апат-çимĕçе пула наркăмăшланса чирленине тупса палăртман.

Атнарти вăтам шкулта лагерь ĕçленĕ вăхăтра хатĕр апат-çимĕçсен лаборатори тĕрĕслевне ирттернĕ, тĕрĕслесе пăхма илнĕ апатпа шыв санитари правилисемпе килĕшсе тăнине палăртнă.

Ачасен сывлăхне упраса хăварас тĕлĕшпе çуллахи лагерьсен ĕçĕ малалла та тивĕçлĕ шайра пулса пытăр, санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ тĕреклĕ пултăр тесе шкулсен паянах пурлăхпа техника базисене çирĕплетме пуçламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика