12 июля 2008 г.
Раççейре “Сывлăх” приоритетлă наци программине йышăннăранпа республикăра, çавăн пекех районта та халăха медицина пулăшăвĕ парасси лайăхланнине палăртмалла. Районта тĕрлĕ ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлни те ял çыннисен пурнăçне лайăх енне улăштарчĕ. Халĕ ял çынни вырăнтах пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултарать. Палăртма кăмăллă, сывлăх хуралĕнче тăрăшакансем ватăсен сывлăхне сăнаса-тĕрĕслесе тăрасси çине те тимлĕх уйăраççĕ.
Акă, июлĕн 9-мĕшĕнче районти тĕп больницăра республикăри сывлăх хуралĕнчи чи ăста врачсем чирлисене, вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене консультаци пачĕç. Çак ырăлăх мероприятине ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тата РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ çумĕнчи Пĕтĕм Раççейри “Раççей пенсионерĕсен Союзĕ” обществăлла организацин регионти уйрăмĕн Правленийĕ (председателĕ В.В.Сапожников) йĕркелесе пырать.
Консультациллĕ тĕл пулăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин та хутшăнчĕ.
Чи малтанах Шупашкартан килнĕ ушкăн акт залĕнче чирлисемпе ватăсем умĕнче тĕрлĕ ыйтусемпе тухса калаçрĕ, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче “Сывлăх” наци проекчĕ ăнăçлă ĕçленипе паллаштарчĕ. РФ Пенси фончĕн республикăри, çавăн пекех районти специалисчĕсем ватăсене хумхантаракан ыйтусене хуравларĕç.
Юлашкинчен тĕп хулари тĕрлĕ больницăсенчен килнĕ врачсем Р.С.Шакина (гериатр – аслă ăру çыннисене сиплекен), А.Н.Музыкантов (хирург), Т.Н.Ермолаева (кардиолог) пенсионерсемпе граждансене йышăнчĕç, тĕрлĕ сĕнÿсемпе канашсем пачĕç, сывлăха çирĕплетмелли кирлĕ эмелсен рецепчĕсене çырчĕç.
Чирлисем консультациллĕ тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.