16 июля 2008 г.
Иртнĕ юн кун Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров район-хула пуçлăхĕсен Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Канашĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен Канашĕн пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ.
Ларура пурăнмалли çурт-йĕр строительствин планĕсем мĕнле пурнăçланнине сÿтсе явнă май Президент Шупашкар хулинче, ытти муниципалитет тытăмĕсенче çуртсене çăра лартса тухассинчен хăтăлма кирлине палăртрĕ. “Картиш варринче тăвакан çуртсен вырăнне парксемпе садсем пулмалла. Çав тĕлте ача сачĕсем кăна пулма пултараççĕ”, – палăртрĕ Николай Федоров.
Республика пуçлăхĕ архитекторсене çакăн пек сĕнÿ пачĕ: пурăнмалли çуртсен проекчĕсене хатĕрленĕ чухне çынсене чÿрече тулашĕнче чечексем çитĕнтерме условисем туса памалла. Çакă вăл Чăваш Ен ял-хулине тата илемлĕрех, илĕртÿллĕрех тума май парĕ. Президент ял-хуласен çывăхĕнчи автомобиль çулĕсене, автостоянкăсене тирпей-илем кĕртес ыйтăва уйрăмах çивĕч çĕклерĕ. “Пĕтĕмпех перекетлĕ пулмалла, ресурссене питĕ сахал тăкакламалла, чи кирли вара – тăван çĕре ĕçлĕ юратмалла”, – терĕНиколай Федоров муниципалитет тытăмĕсен пуçлăхĕсене.
Ларура “Шупашкар: 500 çул” парка çĕнетмелли концепцисен проектне пăхса тухрĕç. Президент чылай асăрхаттару турĕ, парка çĕнетнĕ чухне йывăçсене май килнĕ таран ытларах сыхласа хăварма кирлине палăртрĕ. Кунта пысăк суту-илÿ центрĕсемпе хăна çурчĕсем кирлĕ мар. “Парка укçа ĕçлесе илме мар, канма, çынсене пырса çÿреме, çут çанталăк пуянлăхне упрама туса çитермелле”.
Ларăва хутшăннисем Чăваш Енре “Пултăр çутă!” республика çутă фестивальне кашни çулах ирттерме панă шухăша ырларĕç. Акци декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 7-мĕшĕччен иртет, унта çакăн пек мероприятисем пулаççĕ: архитектура объекчĕсемпе усă курса йĕркеленĕ çутăпа çутă дизайнер ĕçĕсен фестивалĕ, çутă çутса йĕлтĕрпе чупасси, пăр çинчи балл, мастер-классен куравĕ, чи илемлĕ елка конкурсĕсем.
Лару вĕçленес умĕн Чăваш Ен пуçлăхĕ Шупашкар хулинче Мария Шестовăна – Романовсен йăхĕнчи пĕрремĕш патшан, Михаил Федоровичăн асламăшне – асăнса часавай лартма конкурс ирттересси пирки пуçарупа тухса калаçрĕ.
Президент çакна шанса тăнине палăртрĕ, часавая 2013 çулхи март уйăхĕнче – Романовсен çурчĕ 400 çул тултарнине уявланă çулта туса лартни Шупашкар çыннисем чи йышлă çÿремелли вырăн, Раççей патшалăхĕн историйĕн Чăваш çĕрĕ çинчи палăкĕ пулĕ.