16 июля 2008 г.
Халăх сывлăхĕ – çĕршывăн тĕп пуянлăхĕ. Сывă та вăй-халлă граждансем ытларах пулсан экономика шайĕ те çÿлерех çĕкленĕ. Çакна тĕпе хурса ĕç çыннисен сывлăхне тĕрĕслес, чир-чĕре тупса палăртас тата профилактика ĕçĕсене пурнăçлас тĕллевпе нумайăшне диспансеризацилеме йышăннă. Ку çавăн пекех “Сывлăх” наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре те пысăк пулăшу парĕ.
Пирĕн районта ĕçлекен граждансене ятарлă медицина территори фончĕ пулăшнипе диспансеризацилеççĕ. Унта чи малтанах 2006-2007 çулсенче хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерменнисене хутшăнтараççĕ. Кăçалхи çур çулта 206 çын врачсем патĕнче пулнă, çак йышран 123-шĕ хушма диспансеризаци витĕр тухнă. Ку планăн 37 проценчĕ. Хăрушă тата сиенлĕ ĕçре тăрăшакан 61 çын вара тарăн медицина тĕрĕслевĕнче (100 процент) пулнă.
Диспансеризаци ирттерме федераллă бюджетран 69154 тенкĕ уйăрнă.