16 июля 2008 г.
Виçĕм кун район администрацийĕн Пĕчĕк залне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем, ял хуçалăх специалисчĕсем пухăнчĕç. Районта выльăх апачĕ янтлас, вырмана хатĕрленес ĕçсем мĕнле пынине пăхса тухрĕç тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи ултă уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Пухăннисем умĕнче чи малтанах ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Ф.Коробков тухса калаçрĕ. Вăл çакна палăртрĕ: коллективлă предприятисенче чылай ĕçсем кая юлса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, уй-хирти кĕрхи культурăсен пуссисене сарă тĕс çапрĕ. Июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне тырра апробаци тăвассине вĕçлемеллеччĕ. Анчах ĕçе пуçламан-ха. Ăна çак кунсенчех туса ирттермелле.
Выльăх апачĕ хатĕрлесси лайăх пырать теме çук. Кăçал 4682 тонна утă хывса хăвармалла. Ку таранччен 1155 тонна çеç янтланă. 6284 тонна сенаж тумалла пулсан, ăна 1100 тонна ытларах кăна траншейăсене тултарнă. Силос 15640 тонна вырăнне 4200 тонна хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ янтлас тĕлĕшпе «Коминтерн», «Свобода» «Нива» тата «Победа» хуçалăхсем япăх мар ĕçлеççĕ. Анчах хăш-пĕр çĕрте ку енĕпе юлса пыраççĕ. Район та республикăра кайра.
Эпир халиччен усă курман резервсемпе ĕçлейместпĕр. Пĕр çул ÿсекен курăксем, çум курăклă тĕш тырăсем пур. Вĕсене мĕншĕн çулас мар; Сăмахран, «Путь Ильича» уçă акционерла обществăн пĕр уйне шур чечек пусса илнĕ. Ăна пухса илсе хĕл валли апат хатĕрлемелле. «Асамат» обществăн 70 гектар йышăнакан лаптăкра çулса пăрахнă курăк выртать. Халĕ вăл валсенче. Икĕ эрне хыççăн унăн пахалăхĕ япăх пуласси куç кĕрет.
«Коминтерн» ЯХПК сенаж тунă чух усă курма 15 пин тенкĕлĕх консервантсем туяннă. Анчах ĕç вăйĕ пулманнипе пĕр талăклăха ĕç чарăнса ларнă. Çакă каллех пахалăха япăхлатма кăна «пулăшать». Сенаж е силос хывса хăварнă вăхăтра ĕç технологине çирĕп пăхăнмалла. Таптаса пусăрăнтарасси çине уйрăмах тимлĕ пăхмалла.
Кăçал 7 пин гектара яхăн кĕрхи культурăсем акса хăвармалла. Çĕр хатĕрлес ĕçе çу кунĕсенчех тытăнтăмăр. Юлашки çулсенче усă курман çĕрсене 2869 гектар сухаланă. Ку – аван. Анчах тăпрана темиçе хут та кăпкалатмалла. «Нива», «Коминтерн» ЯХПК-сем агротехника правилисене çирĕп пăхăнса ĕçленине палăртса хăвармалла. Шел те, «Путь Ильича» акционерла обществăра пĕр майлă сухаласа пăрахнă анана çав майлах тепĕр хут кăпкалатаççĕ. Трактора урлă çÿретмеллине хуçалăх ертÿçисен те, специалистсен те, механизаторсен те пĕлмеллех ĕнтĕ. Ахальлĕн пусăра касăсем пулса юлаççĕ, лаптăк тикĕсленмест. Пахалăх пур ĕçре те вырăнта пултăр!
Августăн 15-мĕшĕнче кĕр тыррисем акас ĕçе пуçăнмалла. Вĕсене сентябрĕн 5-мĕшĕччен тăпрана варăнтарса пĕтермелле. Хуçалăхсене вăрлăх сахал мар кирлĕ. Анчах никам та туянма та, пĕр-пĕринпе улăштарма та шутламасть. Акиччен ял хуçалăх культурисен пахалăхне тĕрĕслеттермелле. Акнă чухне тăпрана вăрлăхпа пĕрле минерал удобренийĕсем хывса хăвармалла. Апат-çимĕç фончĕпе килĕшÿ туса ăна кирлĕ чухлĕ илсе килме тăрăшмалла.
Умра çуллахи чи хĕрÿ тапхăр – вырма. Хуçалăхсенче пурĕ 40 комбайн. Иртнĕ çул уй-хирте 30-32 комбайн ĕçленĕ. Кăçал та çакăнтан ытла пулмасть. Кашни агрегатăн вăтамран 174 гектар çинчен тыр-пул пухса кĕртмелле. «Путь Ильича» обществăн вара комбайн пуçне 300 гектара яхăн пухăнать. Хальлĕхе техникăна механизаторсемпе комплектласа çитермен. Паян тесен паян «Нива» хуçалăх тыр-пул пуссине тухма пултарать. Ыттисем ырă кукка килсе пулăшасса кĕтсе лараççĕ пулмалла. Йĕтемсене, тырă склачĕсене халех хатĕрлесе çитермелле. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарса тăма техника çителĕклĕ уйăрмалла.
Кăçалхи ултă уйăхра 344 тонна аш-какай, 2819,5 тонна сĕт туса илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцине иртнĕ çулхинчен сахалрах хатĕрлени ĕçе тĕрĕс йĕркелеменнипе, апат çителĕксĕр пулнипе, зооветспециалистсем çителĕксĕррипе тата çивĕч ыйтусене хăвăрт татса парайманнипе çыхăннă. Акă, «Асамат» ТЯО-ра пĕлтĕрхинчен сĕт 173 тонна, «Путь Ильича» хуçалăхра – 61, «Аккозинский» ЯХПК-ра 71 тонна чакнă. Кăçал 1013 пуç пăру илнĕ. Ку, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 84 пуç сахалрах. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче 4654 ĕне выльăх тытаççĕ. Вăл шутран сумалли ĕнесем 1541 пуç. Ĕнесен шутне иртнĕ çулхинчен 109 пуç чакарнă.
Ял хуçалăх управленийĕн экономисчĕ Л.С.Фондеркина ял ĕçченĕсен ĕç укçи çинче чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.П.Самылкин выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма чăрмантаракан тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ. Акă, хуçалăхсенче продукци хăйхаклăхне чакарас тĕлĕшпе сахал ĕçлеççĕ. Ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентересси кирлĕ пек пулса пымасть. Çамрăк выльăхсем планпа палăртнă чухлĕ илейместпĕр. Учетпа отчет ĕçне япăх йĕркеленĕ.
Сутмалли ĕне выльăха самăртса кирлĕ виçене çитерейместпĕр. Пĕр пек условисенчех çамрăк выльăхсем илессипе «Коминтерн» ЯХПК – лайăх, «Асамат» общество япăх ĕçлеççĕ.
Юлашки вăхăтра хуçалăхсенче çынсемпе ĕçлеме пăрахрĕç. Сăмахран, вĕсене ĕçшĕн мĕнле тÿлесси пирки ăнлантаракан çук. Çавăнпах вырмана хутшăнма кăмăллакан механизаторсем те сахал. Сăмахран, «Аккозинский» кооператив ертÿçисем ку таранччен те никампа та курса калаçман.
Çавăн пекех канашлура районти ăратлăх енĕпе ĕçлекен зоотехник А.В.Елизарова, «Асамат» общество директорĕ Г.Н.Руссков, çак хуçалăх инвесторĕ Р.Кургенян, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцин тĕп врачĕ Г.А.Стекольщиков, «Россельхозцентр» филиалĕн районти тĕп специалисчĕ Л.И.Еремеев тухса калаçрĕç.
Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ А.И.Криков пĕтĕмлетрĕ. Ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме пултарайман ертÿçĕсене критиклерĕ. Ку таранччен усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес тĕлĕшпе пур çĕрте те пĕр пек ĕçлемен. Паянхи кун тĕлне «Авангард» хуçалăх кĕр тыррисем акма пĕр гектар çĕр те хатĕрлемен. «Аккозинский» ЯХПК-ра та çавăн пекех. Çакна каласа хăварас килет: çум курăк ÿсекен лаптăксене хуçисенчен туртса илеççĕ. Вĕсем халăха усă паччăр.
Хĕрÿ ĕç çи кунĕсенче учетпа отчет тата тĕрĕслев ĕçне вăйлатни кирлĕ. Выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварсан, çитĕннĕ тыр-пула тăкаксемсĕр пухса кĕртсен кăна эпир ÿсĕмсем тума пултаратпăр. Çакна кашнин лайăх пĕлсе тăмалла. Пурин те яваплăх туйăмне ÿстермелле.