16 июля 2008 г.
Наркотикпа çыхăннă преступленисене асăрхаттарас тата унпа кĕрешес, наркотиклă ÿсен-тăрансене саккунсăр майпа акса ÿстернĕ тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе халĕ «Мăкăнь – 2008» оперативлă профилактика операцийĕ пырать. Вăл май уйăхĕн 10-мĕшĕнче пуçланчĕ, октябрĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать.
Мăкăнь – хитре чечек темелле. Анчах та вăл наркăмăшлă ÿсен-тăран шутланать. Наркомансем чылай чухне мăкăнь улăмĕпе (кокнар) усă кураççĕ (жаргон – кукнар). Унта опийăн активлă алколоичĕсем – морфин, тебаин, кодеин пур. Çавăнпа та ятарласа мăкăнь ÿстерекенсене уголовнăй кодексăн темиçе статйипе те явап тыттараççĕ. Çак ÿсен-тăрана сутни, туянни, упрани, турттарни – кашни уйрăм преступлени шутланать.
Чăваш Республикинче ку енĕпе преступленисен шучĕ пысăк пулни пăшăрхантарать. Сăмах май, пирĕн районта та наркотикпа çыхăннă преступленисем çук мар. Акă, нумаях пулмасть Кив Атикассинчи пĕр анкартинче 10 тĕм мăкăнь тупрăмăр. Кил хуçин çак ÿсен-тăрана лартса çитĕнтернĕшĕн явап тытмалла пулать.
Наркомансем – хăрушă çынсем. Вĕсем хăйсем умне лартнă тĕллеве пурнăçлассишĕн темĕн те тума хатĕр. Йĕркене пăсасси çакăнтан пуçланать те. Пирвайхи хут наркотик туянакансем мăкăньтен пуçлаççĕ, кăшт вăхăт иртсен вăйлăраххи çине куçаççĕ. Организм майĕпен хăнăхса пырать-çке. Наркотик серепине çакланнă çынна сыватма йывăр, çакă нумай чухне инкекпе вĕçленет.
Кĕркунне çывхарнă май, пур ÿсен-тăран та çимĕç парать. Çапах та наркотик сутнă тĕслĕхсем пулмасса шанас килет. Хуларан килнĕ çамрăксем ял ачисене наркотиксемпе явăçтарас хăрушлăх пур-ха. Çавăнпа та вĕсемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ытларах чухне наркотике пĕрремĕш хут юлташсем сĕннипе ас тивеççĕ вĕт.
Шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансем прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле пĕрмаях рейдсене тухаç¬çĕ, халăхпа тĕл пулса калаçаççĕ. Йĕркене пăсакансене тупса палăртма ял çыннисем те пулăшасса шанас килет. Тĕрлĕ информацие шалти ĕçсен пайне 02 е 2-11-02, 2-16-02, 2-18-02, 2-18-91 номерсемпе пĕлтерме пулать.