АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клубсене йĕркене кĕртсе пыраççĕ

16 июля 2008 г.

Клубсене йĕркене кĕртсе пыраççĕ

Ялти клубсем, библиотекăсем çынсен канăвне усăл¬лă йĕркелеме, вĕсен тавра курăмне, информаци шайне ÿстерме пулăшаççĕ. Калас пулать, иртнĕ çулсенче библиотекăсем модельлĕ йĕркепе ĕçлеме пуçларĕç. Çакă вĕсен пĕлтерĕшне татах та ÿстерет.

Çак кунсенче Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пулма тÿр килчĕ. Кунти культура учрежденийĕсен специалисчĕсем Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртне юсаса çĕнетессипе çине тăрса тимлеççĕ. “Иртнĕ çул ЧР Президенчĕ Н.Федоров “Чăваш Республикинче культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указа алă пусрĕ. Ăна пурнăçлас тĕллевпе чылай ĕç тума палăртрăмăр. Ял тăрăхне 7 ял кĕрет. Иртнĕ çул Тури Çĕр¬пÿкассинчи, II Хурашашри, Тихăнушкăнчи клубсене юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Тракушкăньпе Сĕнтĕкçырминче, Тури Çĕрпÿкассинче тĕслĕх библиотекăсем ĕçлеме пуçларĕç. Халĕ компьютер техникипе усă курса çынсем хăйсене кирлĕ тĕрлĕ енлĕ информаци илме пултараççĕ. Хальхи вăхăтра вырăнти тĕп Культура çуртне (директорĕ Ф.Корчагина) ял тăрăхĕн бюджет укçи-тенкипе юсатпăр тата реконструкцилетпĕр. Сăмах май, Сĕнтĕкçырминчи клуб çуртне пĕр 30 çул та юсаман, çĕнетмен. Çурт тăрринчен шыв каять. Çавна пулах шал енче хăтлăх çук. Çак çитменлĕхсене пĕтерсе 2009 çулта кунта тĕслĕх клуб пуласса шанатпăр. Библиотекăсем пĕрин хыççăн тепри “тĕслĕхлĕ” категорие кĕме тивĕç¬рĕç пулсан, кунти клуба та çак шая çитеретпĕр: çурта “кăвак çулăм” çитертĕмĕр, шыв пăрăхĕсене улăштартăмăр”, – пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Праулов.

Пĕтĕмлетсе çапла каламалла. Культура – пурнăç шайĕ, унăн илемĕ. Çапах та, культура енчен илсен, эпир çÿллĕ шайрах мар-ха, тесшĕн. Ял урамĕсенче, кÿлĕ хĕррисенче çÿп-çап, хыт-хура вырăнĕсем кăмăла пăсаççĕ. Эппин, культура енĕпе тумалли сахал мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика