АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр иртнишĕн ан кулян

16 июля 2008 г.

Ĕмĕр иртнишĕн ан кулян

Аслă ăру çыннисенчен пурнăç пурăнма çăмăл-и тесе ыйтсан, вĕсем кун-çулне тапхăрăн-тапхăрăн аса илсе мĕн курса-тÿссе ирттернине каласа параççĕ, чылай чухне куççульленеççĕ те. 80-90 çул çак çĕр çинче пурăнакансем уйрăмах вăрçă çулĕсене йывăррăн аса илеççĕ. Ытла тертлĕ кун-çул пулнă-çке. Акă, çак кунсенче Туктамăшри Овражнăй урамĕнче пурăнакан Ольга Ефимовна Бронюковапа (хĕр чухнехи хушамачĕ Васькова) тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Тăпăл-тăпăл, çÿллĕ мар кĕлеткеллĕ кинемей уççăнах калаçăва кĕчĕ, хăйпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Сăмах май, Ольга Ефимовна çак кунсенче 90 çул тултарнă иккен. Апла пулин те, вăл халĕ те çивĕч калаçать, çулне кура мар килти ĕçсене пурнăçлать, пахчара тăрмашма юратать.

Сывлăх çинчен сăмах пуçарсан, чир-чĕрпе нушалансах кайманнине пĕлтерчĕ ватă çын. Çапах та иртнĕ пурнăç куç умне тухсан кинемей куççульленмесĕр чăтаймарĕ. Ăнланмалла ăна, хăв тÿссе ирттернине пуçран кăларса пăрахаймăн, вăл ĕмĕрех чунра. Турри хĕрарăма тÿсĕмлĕхпе вăй-хăватне ытларах панă. Тен, çавăнпах пулĕ çĕр çинче хĕрарăмсен ĕмĕрĕ вăрăмрах, вĕсем арçынсенчен ытларах пурăнаççĕ. Ольга аппа та йывăрлăхне нумай курнă. Çамрăк чухне (вăл Ишеккасси хĕрĕ пулнă) колхозра нумай ĕçленĕ, пĕр хушă дояркăра тимленĕ. Ыттисемпе пĕрлех вăрçă çулĕсене тÿссе ирттернĕ. Унтан çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хуçалăхра пушар тухнипе килсĕр-çуртсăр та тăрса юлнă. Халĕ вăл Аркадий ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнать.

– Тулли пурнăçпа пурăнатăп, çывăх çынсем юнашар пулнишĕн хĕпĕртетĕп, мăнуксене, вĕсен ачисене чĕркуççи çине лартса сиктерме май килнишĕн савăнатăп, – терĕ сумлă çулсенчи ватă çын.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика