АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăкпа утслă пулар

16 июля 2008 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи мартăн 27-мĕшĕнчи «Экологи хăрушлăхне хÿтĕлемелли кунсем çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, ку тĕлĕшпе ирттермелли тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Çавна май умра пысăк задачăсем тăраççĕ. Акă, муниципаллă органсен, çут çанталăка сыхлакан организацисен, хуçалăх субъекчĕсен, общественноçăн кашни гражданинăн конституци панă прависене хÿтĕлес енĕпе нумай ĕçлемелле.

Иртнĕ эрнере эпир районти ертсе пыракан экологпа В.И.Романовпа курса калаçрăмăр.

– Владимир Иванович, пирĕн тăрăхра экологин кăткăс ыйтăвĕсем сахалах мар. Вĕсене татса парас тĕлĕшпе ĕçсем мĕнлерех пулса пыраççĕ;

– Тăван тавралăха симĕс тум тăхăнтартни экологи лару-тăрăвне тивĕçлĕ шайра тытса тăма май парать. Çакна шута илсе ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем, шкулта вĕренекенсем тата ял çыннисем çулленех йывăç-тĕм лартса хăварма активлă хутшăнаççĕ. Кăçал ял администрацийĕсен специалисчĕсем тирекпе хăва хуллисем 5,7 пин штук хатĕрлерĕç. Ку ĕçре Мăн Этмен ял тăрăхĕн ĕçченĕсем уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартнине палăртмалла.

«Йывăç ларт та ăна упраса хăвар» ятпа хушу тухрĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе ялсенче парксем йĕркелерĕç, çулсем хĕррипе йывăçсен тăрăхĕсене лартса хăварчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, çуркунне районĕпе йывăçсем, тĕмсем, тирекпе хăва пурĕ 33 пин штук ытла лартнă.

Экологи хăрушлăхне сирсе ярас тĕллевпе 112 субботник ирттернĕ, çав вăхăтра саккуна пăхăнмасăр йĕркеленĕ 56 çÿп-çап вырăнне пĕтернĕ. Кунпа пĕрлех 454 кубла метр чухлĕ йăла каяшĕсене турттарса тухнă.

– Вĕренекенсем хушшинче экологи пĕлĕвĕсем сарас тĕлĕшпе мĕн тăватăр;

– Шкулсенчи ачасен экологи пĕлĕвне ÿстерессишĕн тăрăшатпăр. Ку енĕпе экологи викторини йĕркелерĕмĕр. Çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парнесем тата грамотăсем панă. Çамрăк ăру çавăн пекех кайăксем валли 200 сырăш ытла туса çакнă.

Кăçалхи мартăн 28-мĕшĕнче район пуçлăхĕ «Вăлча сапакан пулăсене тата йăва çавăракан кайăксене упрамалли икĕ уйăхлăх ирттересси çинчен» йышăну кăларчĕ. Кунта юхан шывсенчи, плотинасенчи тата пĕвесенчи пулăсене, вĕçен кайăксене сыхласа хăварас тĕлĕшпе нумай ĕçлемелли пирки сăмах пырать. Ик уйăхлăха хутшăнса районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем 2000 метр тăршшĕ ытла браконьер тетелĕсене пĕтернĕ, çут çанталăк сыхлавĕн саккунлăхне пăснă 4 çынна тытса чарнă. Хальхи вăхăтра право йĕркине сыхлакан органсем 2 браконьер пирки уголовнăй ĕç пуçарнă, йĕркене пăснă 2 çынна административлă явап тыттарма Россельхознадзора документсем ярса панă.

Йăла каяшĕсенчен хăтăлас тата ялсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе металлолом пухмалли вунă кунлăх йĕркелерĕмĕр. Çак ĕçе шкулта вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç. Çав тапхăрта пурĕ 4,5 тонна тимĕр-тăмăр пуçтарнă. Питĕркассинчи вăтам шкул ачисем вунă кунлăхра чи активлисем пулчĕç.

– Çут çанталăк сăтăрçисем явап тытаççĕ-и;

– Милицин участокри инспекторĕсем район экологĕ хутшăннипе йăла каяшĕсене пухса тирпейлессине мĕнле йĕркеленипе интересленсе виçĕ рейд ирттернĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕркене пăснă виçĕ тĕслĕх тупса палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи май тата апрель уйăхĕсенче кăна «Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн 36 граждана явап тыттарнă.

Пичетпе те туслă çыхăну тытатпăр. Экологи темипе 49 статья хатĕрленĕ, вĕсене район хаçатĕнче пичетленĕ тата райадминистраци сайтне вырнаçтарнă. Маларах асăнтăм ĕнтĕ, халăх, уйрăмах çамрăксем хушшинче экологи пĕлĕвне сарас, ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттеретпĕр. Йывăç лартмалли, эрозипе кĕрешмелли, вăлча сапакан пулăсене сыхлас тĕлĕшпе ирттерекен уйăхлăхсен пĕлтерĕшне, унта хутшăнасси çинчен ăнлантарнă.

Тĕпрен илсен, тăван тавралăха упраса, унăн пуянлăхне ÿстерсе пырасси – кашни çыннăн таса тивĕçĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан эпир экологи хăрушлăхне сирсе яратпăр.

– Тавтапуç калаçушăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика