АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсем çумĕнчи сăнав участокĕсен ĕçĕ

19 июля 2008 г.

Районти вĕрентÿ заведенийĕсенчи шкулсем çумĕнчи сăнав участокĕсенче пур çĕрте те пахча çимĕç ÿстерессипе ятарлă ĕçсем пыраççĕ. Ку ĕçсене участоксен заведующийĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсем шкулсем çумĕнчи участоксем çинче чечексем, пахча çимĕç тата улма-çырла ÿстерме пултараççĕ.

Районти пур шкулта та ачасене вĕри апат çитернĕ чух усă курмалли пахча çимĕçе туса илеççĕ. Атнарти, Мăн Этменти, Хĕрлĕ Чутайри, Питĕркассинчи, Тури Çĕрпÿкассинчи, Штанашри шкулсенче пĕр тата нумай çуллăх чечексемпе илемлетнĕ участоксем пысăк вырăн йышăнаççĕ, уйрăмах Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Штанаш шкулĕсенче клумбăсене тăвакансен пултарулăхĕ палăрать.

Шкул çумĕнчи участок çинче ĕçлени ачана ĕçе, сăнава хăнăхтарнисĕр пуçне тивĕçлĕ воспитани илме те пулăшать. Ачасем тăван тавралăха юратма, çирĕп тĕллевлĕ, тÿрĕ кăмăллă пулма вĕренеççĕ. Мишеркассинчи вăтам шкулта Р.В.Возякова биолог ертсе пынипе шкул çумĕнчи участокăн пахча çимĕç пайĕнче сăнав ĕçĕсем пыраççĕ. Кашни класс уйрăм пахча çимĕç ÿстерет, кунта планшетсем çинче ÿсен-тăран ятне, сортне, сăнав темине тата палăртнă çимĕç мĕнле лаптăк йышăннине, ăна хăш класс пăхса-сăнаса тăнине кăтартнă. Çавăн пекех С.П.Фондеркина (Мăн Этмен), Л.Н.Ермолаева (Питĕркасси), Е.И.Инжебейкина (Шулю), О.А.Скворцова (Тури Çĕрпÿкасси), И.В.Маркова (Хусанушкăнь) тата Хăмарккари пуçламăш шкул-ача садĕнче тăрăшакансем сăнав ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса пыраççĕ. Мăн Этменти, Питĕркассинчи, Хĕрлĕ Чутайри, Мишеркассинчи вăтам, Хусанушкăнчи, Шулюри тĕп шкулсем çумĕнчи участоксем илемлĕ те чипер, таса пулсан, Атнарти вăтам шкул çинчен çакна калаймăн.

Вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисенчен чылайăшĕ ачасене вĕри апат çитернĕ чух усă курма пахча çимĕçе шкул участокĕ çинче туса илессине йĕркелеме тăрăшать. Мăн Этмен, Мишеркасси, Питĕркасси, Тури Çĕрпÿкасси, Штанаш, Шулю шкулĕсем тата Серенкассипе Хăмарккари пуçламăш шкул-ача сачĕсем çумĕнчи çĕр участокĕсен пысăк лаптăкне пахча çимĕç йышăнать, уйрăмах ку лаптăк Тралькасси шкулĕн пысăк.

Хĕрлĕ Чутай тата Атнар шкулĕсенче участоксен пахча çимĕç пайĕнче сăнав ĕçĕсем ирттерессине йĕркелемен. Пур шкулта та вĕрентекенсемпе вĕренекенсем дежурство графикне пăхăнса ĕçлеççĕ.


 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика