19 июля 2008 г.
“Сывлăх” наци проектне пурнăçласа кăçалхи çур çулта районти тĕп больницăри пĕр врач-педиатр – квалификацие, участокри тепĕр врач пĕтĕмĕшле врач практикин ăсталăхне ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра терапевтсемпе педиатрсем тата вĕсен медсестрисем çителĕклĕ. Çапла вара больницăра пĕтĕмĕшле врач практикин 6 врачĕ, участокри 3 врач, 4 педиатр, вĕсемпе ĕçлекен 24 медсестра тăрăшать.
Юлашки вăхăтра шурă халатлисене тÿлесси ÿснĕ. Çак тĕллевпе участокри терапевтсене, педиатрсене тата вĕсене пулăшса пыракан медсестрасене тивĕçтерме 1459801 тенкĕ хушма тÿлевпе усă курнă. Фельдшерпа акушер пункчĕсен ĕçченĕсене, васкавлă пулăшу врачĕсене, фельдшерсемпе медицина сестрисене валли 283075 тенкĕ хушма тÿлев уйăрнă.
“Сывлăх” наци проектне пурнăçа кĕртсе пыни сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче ĕçлекен специалистсен уйăхри вăтам ĕç укçине 2005 çулхипе танлаштарсан икĕ хут ÿстерме май панă. Халĕ вăл малтанхи медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен врачсен 17,7 пин тенкĕпе, сестрасен 12,9 пин тенкĕпе танлашать.