АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тĕслĕх кăтартать

19 июля 2008 г.

Районта “Жилсервис” тулли мар яваплă обществăна туса хунăранпа вăхăт нумай иртмен-ха. Тĕрĕсрех калас пулсан, вăл кăçалхи февраль уйăхĕнче кăна ĕçе пуçăннă. Çак кĕске вăхăтрах унти ĕçченсем район центрĕнче пурăнакансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттерчĕç. Акă, кăçалхи пилĕк уйăхра вĕсем Хĕрлĕ Чутайри Гагарин, Завод, Çĕнĕ урамĕсенчи нумай хваттерлĕ ултă çурт тăррине юсанă.

Паян “Жилсервис” коллективĕ Çĕнĕ урамри 5-мĕш çурта юсас тĕлĕшпе ĕçлет. Çак йĕркесен авторĕ те унта хăйĕн кил-йышĕпе 20 çул ытла пурăннă. Халĕ малтанхисенчен С.Максейкинпа А.Артюшкин çемйисем çеç юлнă.

– Ку çурта 1969 çулта ĕçе ячĕç, – аса илет иртнине Клавдия Григорьевна Артюшкина учительница-пенсионерка. – Юнашарах тырă пусси хумханатчĕ. Хĕрĕх çула яхăн ларнă май, çурт кивелчĕ. Чăнах та, ăна тĕрлĕ çулсенче юсаса çĕнетнĕ-ха, мĕн пур коммуникацие улăштарнă. Çапах та çурта тĕпрен юсани кирлĕ.

Çак кунсенче “Жилсервис” общество ĕçченĕсем подъездсенчи малтанхи йывăç алăксене тимĕррисемпе улăштарнă. Çурта кĕнĕ çĕрте стенасене юсанă, сăрланă, икĕ тамбур маччине штукатурка тунă. Халĕ çавăнтах урайне плитка сарас ĕç пырать.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ кăçал çурт-йĕре юсаса йĕркене кĕртме бюджетри 450 пин тенкĕпе усă курма палăртнă. 5-мĕш çуртра юсав ĕçĕсем тума 63 пин тенкĕ уйăрнă. Подъездри тимĕр алăксене вара кунта пурăнакансем хăйсен укçи-тенкипе туяннă.

Çакна та каласа хăвармалла. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă теççĕ. Организаци пысăк мар, штатра пурĕ те пилĕк çын кăна. Çапах сулмаклă ĕçсемех пурнăçлама тăрăшать. Кирлĕ пулсан, килĕшÿ туса çынсене вăхăтлăха ĕçе йышăнать. Ĕçе лайăх пĕлекен çын, Владимир Дмитриевич Селиванов ертсе пырать коллектива. Унăн пуçарăвĕпе, рабочисен хастарлăхĕпе “Жилсервис” организаци пурăнмалли çурт-йĕре пăхса тăрас тата юсас тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика