АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта мĕн кăмăлланине туянма пулать

19 июля 2008 г.

Кунта мĕн кăмăлланине туянма пулать

Райпо çулсеренех район çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессине лайăхлатас енĕпе ĕçлет. Тавар сутса укçа тунипе çеç мар, лавккасене çĕнетсе юсассипе, çынсене унта кĕрсе тухма кăмăллă пултăр тесе тăрăшать. Акă, юлашки çулсенче район центрĕнчи «Гастроном», «Универмаг», «Ял хуçалăх продукчĕсем», «Вĕри çăкăр» лавккасене тĕпрен юсарĕç. Вĕсенче халĕ хуларинчен пĕрре те кая мар. Тавар туянакансем çĕ¬нĕлле ĕçлекен лавккасене хапăлласах çÿреççĕ.

Июлĕн 16-мĕшĕнче çакăн пек çĕнĕлĕхпе Питĕркасси ялĕнчи лавкка ĕçлесе кайрĕ – самообслуживани мелĕпе суту тума пуçларĕ.

Ял историйĕшĕн паллă куна райпо Канашĕн председателĕ А.Ю.Степанов уçрĕ. Александр Юрьевич потребкоопераци тытăмне аталантармалли программа ăнăçлă пурнăçланса пынине палăртрĕ, сутуçăсене ĕçре ăнăçу сунчĕ, лавккана пынă ял çыннисене кăмăла каякан таварсене туянма сĕнчĕ. Савăнăçлă мероприятие райадминистрацин экономикăпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Г.И.Ярлов та хутшăнчĕ. Вăл ял лавккисене реконструкцилесе пынине ырларĕ.

Кунти лавккара вырăнти халăха кирлĕ тавар туп-туллиех, хăвна килĕшекен кирек мĕнле апат-çимĕçе е хуçалăхра кирлĕ тавара суйласа илме меллĕ. Алла тытса куратăн, курупка е урăх савăт-сапа çине çырнине тимлĕн вулама та вăхăт пур. Суйла кăна. З.Михуткина (лавкка заведующийĕ), Р.Краснова тата М.Михопарова сутуçăсем клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ, тавар туянакансене вăл е ку япалана, апат-çимĕçе суйласа илме пулăшаççĕ.

Палăртмалла, ял çыннисем лавккара тавар сутассине самообслуживани мелĕпе йĕркеленишĕн питĕ кăмăллă. Хăтлăх енчен илсен те, лавккан сăн-сăпачĕ çĕнелсе улшăннăшăн пурте савăнаççĕ.

– Çакăн пек лавккасем ытти ялсене те çитĕç. Эпир тавар туянакансене меллĕ условисем туса парсах тăрăпăр, – терĕ А.Ю.Степанов сăмаха вĕçлесе.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика