19 июля 2008 г.
Хуçалăхсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕç малалла пырать. Ял хуçалăх управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи июлĕн 18-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 4724 гектар çулнă. Ку таранчен 1840 тонна утă янтланă. Ку вăл планăн 40 процентне яхăн. Утă çинче «Победа» хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартать. Кунта 250 тонна е 169 процент чухлĕ утă хывса хăварнă. «Аккозинский» хуçалăхра та утă хатĕрлессипе плана тултарнă.
Сенаж тăвассипе те ĕç малалла пырать. Ăна 2050 тонна е 33 процент чухлĕ траншейăна хывнă. Ку енĕпе «Свобода» колхоз лайăх ĕçленине палăртмалла. Паянхи кун тĕлне унта 600 тонна сенаж янтланă. Ку вăл планăн 200 проценчĕ. Хуçалăх силос хатĕрлес тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçлет. Çак апата 900 тонна е 75 процент хывса хăварнă. Силос хатĕрлес енĕпе «Коминтерн», Никитин фермер хуçалăхĕ, сенажпа «Путь Ильича» общество лайăх ĕçлеççĕ.
Шел пулин те, выльăх апачĕ хатĕрлесси пур çĕрте те ăнăçлă пулса пымасть. Кая юлакансен хăвăртлăха ÿстерни кирлĕ.