19 июля 2008 г.
Акара сортлă вăрлăхпа усă курни, çĕре вăхăтра тата пахалăхлă хатĕрлесе хăварни тухăçлă тыр-пул ÿстерме май парать. Çакна кашни хресчен аван пĕлет. “Туканашри “Дар-Бройлер” чăх-чĕп фабрикин директорĕн Николай Лисаевăн шухăшĕ те çаплах. Интенсивлă технологисене ĕçе кĕртни паянхи пурнăçра питĕ кирлĕ-çке. Çакна шута илсе иртнĕ эрнере общество Америкăра туса кăларнă “Johh deere” хăватлă çĕнĕ трактор туяннă. Хакĕ пĕчĕк мар – 6 миллион тенкĕ.
Николай Иванович ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн, район пуçлăхĕн Александр Криковăн пуçарăвĕсене ырлать. Кăçал 10-12 çул усă курман çĕрсене 3000 гектар ытла çаврăнăша кĕртме палăртнă. Обществăн çĕнĕ тракторĕпе хальхи вăхăтра Пантьăк ял тăрăхĕн çĕрне иккĕмĕш хут кăпкалатнă çĕрте усă кураççĕ.