19 июля 2008 г.
Июлĕн 16-мĕшĕнче районти ЗАГС пайĕнче 100-мĕш ача çуралнине регистрацилерĕç. “Ылтăн кайăк” Хĕрлĕ Чутай салинчи Владимир Михайловичпа Маргарита Валерьевна Шехрейкинсен çемйинче çуралнă. Çамрăк мăшăрсемшĕн Даниил пĕрремĕш чун тĕпренчĕкĕ.
Шехрейкинсен çемйине ача çуралнă ятпа райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ А.В.Башкиров саламларĕ, пĕчĕк Даниила тивĕçлĕ воспитани парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерме сĕнчĕ. Телейлĕ мăшăра ЗАГС пайĕн начальникĕ Е.С.Барышникова, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов тата социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсем ăнăçу сунчĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. Районти “Çын тата çут çанталăк” музей директорĕ, юрăç тата композитор З.С.Спиридонова Даниила халалласа “Чутай каччи” юрă парнелерĕ.
Шехрейкинсен çемйинче йыш хушăнчĕ. Ку – пысăк телей. Ача çуратсан ăна сад пахчине пăхса-сăнаса тăнă пек юратса, чĕрери мĕн пур чун ăшшине парса тĕрĕс çул кăтартса ÿстермелле-çке. Çавăн чухне кăна ачаран чăн-чăн çын пулĕ. Асăннă мăшăрăн чун тĕпренчĕкĕпе мухтанмалла пултăр.