23 июля 2008 г.
Паян нумай çĕрте ял хуçалăх производствинче ĕçлеме ĕç вăйĕ çителĕксĕрри çинчен калаçнине илтме пулать. Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Ялта вăй питти çынсем палăрмаллах сахалланчĕç. Пуррисем те шабашкăна çÿреме хăнăхрĕç. «Асамат» обществăн Сĕн¬тĕкçырминчи машина-трактор паркĕнчи механизаторсен çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланичченхи калаçăвĕ аса килет.
– Хуçалăхра трактористсем çитмеççĕ çав, – тет пĕри.
– Ялта ĕçлеме нимĕнле шанчăк та çук вĕт, – хуравлать тепри. – Акă, çак кунсенче çамрăксем Владимир облаçне тухса кайрĕç. Пурĕ 20 çын. Илме ятарласа автобус килчĕ. Тепĕр çирĕм кунран вĕсене каялла леçсе яраççĕ. Кашниех киле 20-25 пин тенкĕпе таврăнать.
– Вырăнта ĕçлекенсем мĕн чухлĕ илеççĕ; – интереслентĕмĕр эпир.
– Уйăхне пире вăтамран пĕр пин тенкĕ ытларах параççĕ, – калаçăва пĕтĕмлетрĕç механизаторсем. – Вилме те вилейместпĕр, пуйма та пуяймастпăр. Пурнăçа сыпăнтаркаласа пыма йывăр çав...
Çакăн евĕрлĕ калаçăва нумай çĕрте илтме пулать. Районти хăш-пĕр хуçалăхсен экономики хавшанă пулсан мĕн тăван; Ура çине тăма йывăрри каламасăрах паллă. Акă, маларах асăннă «Асамат» обществăра тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи кăçалхи 5 уйăхра вăтамран 2849 тенкĕпе танлашнă. Ку вăл чи пĕчĕк укçа шайĕнчен те сахалрах. Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн, ĕç паракансен пĕрлешĕвĕн тата профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн 2007 çулхи августăн 1-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, иртнĕ çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра чи пĕчĕк ĕç укçи 3295 тенкĕ. Сăмах май, Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх январь-май уйăхĕсенче республикăра ял хуçалăхĕнче, сунар тата вăрман хуçалăхĕсенче тăрăшакансен уйăхри вăтам шалăвĕ 5189 тенкĕ пулнă.
Хамăр районпа илес пулсан, кăçалхи 5 уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем уйăхра вăтамран 3408 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Ку вăл, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 170 процент. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 2006 тенкĕ пулнă.
Ял ĕçченĕсене чылай çĕрте пĕчĕк шалу кăна тÿлени пăшăрхантарать. Тĕслĕхрен, «Победăра» уйăхри вăтам ĕç укçи 2115 тенкĕ, «Аккозинскийĕнче» – 2696, «Нивăра» – 1836, «Сурара» – 1080, «Авангардра» 1837 тенкĕ ÿкет. Çакăн пек пĕчĕк ĕç укçипе килĕшсе ларни ертÿçĕсене чыс кÿмест. Çынна ĕçленĕшĕн вăл мĕн чухлĕ вăй-хал хунине шута илсе тÿлемелле. Ячĕшĕн кăна мар. Кун пек чухне ĕç вăйĕ кирлĕ чухлĕ пуласса, хуçалăх экономики тĕрекленессе шанма пулать.
«Свобода» колхоза илер-ха. Унăн ырлăх-пурлăхĕ çĕр тухăçне тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕн тупăшне ÿстернипе таччăн çыхăннă. Мĕншĕн тесен ял халăхĕ тĕрĕс çул суйласа илнĕ. Кунта çуллен лаптăксене палăртнинчен ытларах хуратса хăвараççĕ, тыр-пул акса çитĕнтереççĕ, тăккаламасăр пухса кĕртеççĕ. Ял хуçалăх ĕçĕсем конвейер меслечĕпе пулса пыраççĕ. Паянхи ĕçе ырана хăвармаççĕ. Хуçалăхра уйăхри вăтам ĕç укçи кăçалхи пилĕк уйăхра 5344 тенкĕпе танлашнă. «Коминтерн» ЯХПК пирки те ыррине çеç калама пулать. Кунта çулленех вăйлă тыр-пул туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Кооперативăн çĕнĕ технологие туянма та, фермăсене йĕркене кĕртме те укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Ку кăна-и; Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене январь-май уйăхĕсенче вăтамран 5770-шер тенкĕ тÿленĕ!
Пĕтĕмĕшле илсен, ĕç укçи экономикăпа çыхăннă. Паллах, пысăкрах шалу илес тесен вăй-хала ытларах памалла, пилĕке авса тар тăкмалла. Çакна пурте ăнланаççĕ темелле. Шел пулин те, нумайăшĕ малалла çирĕп утăмсем тума васкамасть. «Кая юлсан, каю шăтать» каларăша асра тытни кирлĕ паян хуçалăх ертÿçисене те, производствăра ĕçлекенсене те.