АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей – хамăр алăра

23 июля 2008 г.

Çемье вăл – пĕчĕк общество. Кил-йышра килĕшÿÿ, ăнланулăх, юрату хуçалансан, пĕр-пĕрне хисеплесен – çын телейлĕ. Татах та пысăк телей – çемьене йыш хушăнни. “Юрату çимĕçĕ-çке” ашшĕ-амăшне малалла пурăнма вăй-хăват парса тăрать. Ача-пăча сассипе кил-çурт тулать, пурнăç илемлĕрех, савăнăçлăрах туйăнать. Акă, Хĕрлĕ Чутай салинчи Советски урамĕнче пурăнакан Н.С.Ефремов çемйинче тепĕр пепке – Анна çуралнă. Ку Салампи Ивановнапа Николай Сергеевич Ефремовсен иккĕмĕш ача. Асли те хĕр, Александра ятлă. Вăл 3 çула çитсе пырать.

Çемье телейĕ мăшăрсем миçе çулта пулнинчен килмест. Ефремовсем çакна уççăнах çирĕплетеççĕ. Н.С.Ефремов – 60 çулта, районти тĕп больницăра эпидемиолог пулса тăрăшать. Унăн мăшăрĕ – 30 çулта. Вĕсем ĕçлеççĕ, çут тĕнчене ача парнелеççĕ, çемье телейĕшĕн тăрăшаççĕ. Кил-çурт ача-пăча сассипе тулса пырать. Ан тив, ылтăнпа та, кĕмĕлпе те пуян мар пултăр, ача пуртан телейлĕ вĕсем.

Çемьене пĕр-пĕрне упрама, йышпа килĕштерсе пурăнма, ачасене ура çине тăратма ăнăçу сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика