АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ сулмаклă, кун-çулĕ мухтавлă

23 июля 2008 г.

Ольга Николаевна Стекольщикова Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ урамĕнче пурăнать. Вăл – ĕç ветеранĕ, пенсионерка, кăçалхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче 80 çул тултарать. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн, район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассишĕн пĕлĕвне, вăй-халне шеллемен. Чапшăн çунман, наградăшăн ĕçлемен.

... Ольга Ямбровская (хĕр чухнехи хушамачĕ) Серенкассинче çуралса ÿснĕ. Ялти пуçламăш, Туктамăшри тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ. 1945 çулта Хĕрлĕ Чутай шкулне пĕтерсе вăтам пĕлÿ илнĕ. “Пирĕн ачалăхпа çамрăклăх вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче иртрĕ, – тет ветеран. – Эпĕ тухăçра вут-çулăм кĕрлеме пуçланă чухне 13 çултаччĕ. Аттепе пичче фронта тухса кайрĕç. Анне виçĕ ачапа юлчĕ. Унпа эпир “Прогресс” колхозри бригадăри пур ĕçе те хутшăнаттăмăр. Атте вăрçăра виçĕ хут аманнă, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулнă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Анне 1989 çулта çĕре кĕчĕ”.

Ямбровскисен 5 ача пулнă. Ольга Николаевнан пиччĕшĕпе шăллĕ вилнĕ. Йăмăкĕ Нина Питĕркасси ялĕнче пурăнать. Вăл Улатăрти совхоз-техникум пĕтерсе бухгалтер специальноçне алла илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен “Октябрь” совхозри кадрсен пайĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Йăмăкĕ Зоя Санкт-Петербург хулинчи пĕр больницăра медицина сестри пулса тăрăшать.

Ольга Николаевна яланах вĕренме тăрăшнă. Шкула çÿренĕ çулсенчех пĕлĕве ÿстерсе тавра курăма анлăлатса пырассишĕн тăрăшнă. Вăл 1946 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн студентки пулса тăрать. Икĕ уйăх занятисене çÿресен çук пурнăçа пула малалла вĕренме тÿр килмен ăна. Çапла вара район центрĕнчи учрежденисенче ĕçлеме пуçланă. Часах Калкассинчи С.Ф.Стекольщиковпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çулсем иртнĕ май кил-йыш ÿссе пынă. Асли, Луиза, чире пула пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Валерий 30 çул Саратов хулинче пурăннă, унтах аслă пĕлÿ илнĕ. 2002 çулта чирлесе вилнĕ. Кĕçĕнни, Юрий, Хусанти политехника институтне пĕтернĕ. Халĕ Тутарстанри пĕр управленире инженер пулса ĕçлет, унтах çемйипе пурăнать.

Ольга Николаевна 1950-1961 çулсенче – пурĕ 12 çул – райĕçтăвкомăн социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшнă. Çав тапхăрта миçе çын пурнăçĕпе интересленмен-ши вăл; Çĕр-çĕр ыйту татса панă, нумайăшне йывăрлăхран тухма пулăшнă. Унăн хастарлăхне, пултарулăхне асăрханă, 1961 çулта ăна парти райкомĕ Мускаври партин аслă шкулне вĕренме янă. 1965 çулта алла аслă пĕлÿ илни çинчен калакан дипломпа тăван района таврăнать. Çав çулах ăна КПСС райкомĕн виççĕмĕш секретарьне суйланă. Кайрантарах иккĕмĕш секретарĕ пулнă. Пĕтĕмпе 5 çул парти ĕçĕнче тăрăшнă.

Ольга Николаевна 1971-1987 çулсенче – пурĕ 17 çул – райплан председателĕнче вăй хунă. Райплан ертÿçинче ĕçленĕ вăхăтрах вăл 5 çул хушши райĕçтăвком председателĕн çумĕ те пулнă. “Вăл вăхăтра пирĕн тĕп ĕç районăн социаллă пурнăçне тата экономикине аталантармалли çулталăкри, пилĕк çулхи патшалăх планĕсене туса хатĕрлесси пулнă, – аса илет иртнине ĕç ветеранĕ. – Çав плансемпе килĕшÿллĕн ĕçленĕ район. Ума лартнă тĕллевсем пурнăçа мĕнле кĕрсе пынине те тĕрĕслесе-тишкерсе пыраттăмăр эпир. Эпĕ, райплан председателĕ пулнă май, районти промышленноç предприятийĕсен ĕçĕсемшĕн, суту-илÿ тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн тÿрремĕнех яваплăччĕ. Райплан çавăн пекех организацисене, шкулсене, медицина, культура учрежденийĕсене, халăха строительство материалĕсемпе, çĕр кăмрăкĕпе, брикетпа, вутăпа тивĕçтерес ĕçе активлă хутшăннă.

Çакна палăртмасăр иртме çук. 1970-1980 çулсенче районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли патшалăх планĕсем япăх мар пурнăçланса пынă. Акă, Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ центрĕ çĕкленчĕ. Икĕ-виçĕ хутлă, нумай хваттерлĕ çуртсене вуншар çемье пурăнма куçрĕ. Пуçласа асфальт çулсем сарма тытăнчĕç. Суту-илÿÿ, йăла предприятийĕсем ĕçе кĕчĕç. Çакăнта Ольга Николаевна тÿпи пĕчĕк мар. Вăл кирек хăçан та умри тĕллеве чыслăн пурнăçлама тăрăшнă, яланах халăхпа çывăх пулнă, ĕç çыннисен ыйтăвĕсене татса парассишĕн вăй-хала шеллемен.

Ĕçне кура – хисепĕ. Ăна “Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” юбилей медалĕпе, “Ĕç ветеранĕ”, “Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче (1941-1945çç.) хастар ĕçленĕшĕн” тата ытти медальсемпе наградăланă.

О.Стекольщикова общество пурнăçне активлă хутшăннине палăртмалла. Вăл 21 çул район Канашĕн депутачĕ пулнă. “Эпĕ 1987 çултанпа тивĕçлĕ канура, – тет ветеран. – Пĕчченех пурăнатăп. Хусанти ывăлăмпа кинĕм тăтăшах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Кăçал 80 çул тултаратăп. Çакăн пек юбилей вăл çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пулăм. Пĕрле ĕçленĕ тус-юлташсене тав сăмахĕ калас килет”.

Пурнăç тĕрлĕ пулăмсемпе пуян. Ольга Николаевнан кун-çулĕ – ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Унăн хастарлăхĕпе пултарулăхĕ çамрăк чухне иксĕлми пулнă. Çавăнпа ĕç ветеранĕ çинчен ăшшăн çеç асăнас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика