23 июля 2008 г.
“Ферма заведующийĕн ĕç кунĕ ирхи пилĕк сехетренех пуçланать. Урăхла пулма та пултарайман. Дояркăсенчен иртерех çитсе сăвăма йышăнмаллаччĕ, унтан продукцие сĕт-çу заводне ăсатассине йĕркелемеллеччĕ. Ферма ĕçченĕсен те ăнланулăхпа дисциплина пурччĕ, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыратчĕç. Каçченех фермăра ĕç вĕретчĕ”, – аса илсе каласа пачĕ хăйĕн пирки 78 çулхи ĕç ветеранĕ Григорий Сергеевич Яковлев.
Г.С.Яковлев 1930 çулта Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 5 пĕр тăван пулнă вĕсем. Кĕркури (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) – чи асли. 1937 çулта ялти пуçламăш шкула çÿреме пуçланă. 1941 çулта Хурашашри 7 класлă шкула ăс пухма çÿренĕ. Çĕршывра хаяр вăрçă пынă май, ача хутла вĕренме пăрахнă. Вăрçă çулĕсем хыççăн 1949 çулта ялти пуçламăш шкула 7 çул вĕренмелли шкул статусне панă. Вăл вара тăван ялта 7 класс пĕтерет.
Шкул сакки хыççăн çамрăк тăван колхозра ĕçлеме пуçлать. Вăхăт çитсен каччăн салтака кайма ят тухать. 1954 çулта çартан таврăнсан вăл каллех ял ĕçне кÿлĕнет. Çемьере асли пулнăран унăн кĕçĕннисене ура çине тăратассишĕн нумай тăрăшма тивет. 1960-1970 çулсенче тăван тăрăхри вăрман хуралçи пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн тăрăшуллă та вăйпитти арçынна уй-хир бригадирĕ пулма шанаççĕ.
Тури Çĕрпÿкасси пĕчĕк ял мар, пурăнаканĕсем те чылай кунта. Ял-йыша уй-хир ĕçĕсене явăçтарма, вĕсене ертсе пыма бригадиршăн çăмăл пулман. Ялти тепĕр бригадирпа Р.А. Максимовапа ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Вĕсем ĕçе чун хушнă пек пурнăçланă, ял хуçалăх культурисене çĕр ĕçĕн технологине пăхăнса вăхăтра та пахалăхпа туса пынă, çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. 1975 çулта ăна ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх “Мастер высоких урожаев картофеля” свидетельствăпа чысланă. Туриçĕрпÿкассисем вăл вăхăтра тĕш-тырă кашни гектартан 24,3 центнер, тымар çимĕçсене 528 центнер таран туса илнĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн правленийĕ ĕç ăмăртăвĕнче 6-мĕш бригада ĕçченĕсем тăрăшуллисен ретĕнче пулнăран, уй-хир бригадирĕсене, çĕр çыннисене Хисеп грамотисемпе сахал мар чысланă. Г.С. Яковлевăн та ун пек Тав хучĕсем чылай.
Ялти уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе пырас ĕçре пысăк опыт пухнă специалиста 1980 çулта ĕне фермин заведующийĕ пулма суйлаççĕ. Яваплăхран, йывăрлăхран хăраман Г.С.Яковлев кунта та палăрать, кăтартусене çултан-çул ÿстерсе пырать. Ĕçре вăр-вар та пултаруллă пулнă вăл. Ĕçлекенсемпе пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ăнăçу хыççăн ăнăçу туса пынă. Выльăх-чĕрлĕхе талăкра 700-800 грамм таран ÿт хуштарнă, кунти дояркăсем куçса çÿрекен ăмăрту Ялавне алран яман. Пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ ферма ĕçченĕсене Е.Иванована, Ю.Иванована, А.Никитинана, Е.Пальцевана, М.Мурайкинана, З. Яковлевана, М.Сидорована, С.Трофимована, А.Устинована тата ыттисене те вăл ырăпа асăнать. Вĕсем фермăн чапне çĕклекенĕсем пулнă. Халĕ хăшĕсем çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, анчах вĕсен ырă ĕçĕ халăх асĕнче юлнă. Вăл вăхăтра хуçалăхри тĕп зоотехник А.Н.Давыдовпа З.Д.Кудряшова (халĕ вăл ферма заведующийĕ пулса ĕçлет) ветврач ферма заведующине пысăк пулăшу парса тăнă, сĕнÿсемпе канашсем панă. Г.С. Яковлев 12 çул тимленĕ çак ĕçре. Çав хушăра ферма пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче тарăн йĕр хăварнă. 1982, 1986 çулсенче выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарнăшăн, çулталăк хушшинче сăвăмпа лайăх ĕçленĕшĕн “Чи лайăх ферма заведующийĕ” ят парса чысланă. 1982, 1983 çулсенче “Ĕçри хастарлăхшăн” Дипломпа хавхалантарнă. 1986 çулта СССР Аслă Канашĕн президиумĕ “Халăхсен Туслăхĕ” орден парса наградăланă. Вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн те ĕç ветеранĕн кăкăрĕ çинче тĕрлĕ медальсем йăлтăртатаççĕ. “Ĕç ударникĕ” паллăсем те темиçе унăн.
Çак йывăр та яваплă ĕçсенче тăрăшнă ветерана мăшăрĕн ăнланăвĕ питĕ пулăшса пынине палăртмалла, 5 ачин юратăвĕ те çемье пуçлăхне хавхалантарса пынă.
Г.С.Яковлев ял-йыш хисепне ĕçпе çĕнсе илнĕ. Ăна ĕç мухтава кăларнă.