АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханулăх – чи кирли

23 июля 2008 г.

Çанталăк шăрăх тăрать. Çавна май шыва кĕрекенсем те йышлă. Ачасем те, вăйпиттисем те, çулланнă çынсем те пур. Çакна шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ шыва кĕмелли тапхăрта çынсене хăрушлăхран хăтарас тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем çинчен йышăну кăларчĕ. Çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комисси ирттермелли мероприятисен планне хатĕрленĕ.

Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен территорийĕсенче шывра асăрхануллă пулмалли çинчен ăнлантарса çырнă памяткăсем са¬раççĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн мĕнлерех ĕçлемелли пирки калаçусем ирттереççĕ. Халăх йышлă пухăнакан тата шыва кĕмелли вырăнсене йĕркене кĕртнĕ. Акă, Мучикасси плотини çывăхĕнче Тралькасси ял тăрăхĕ канмалли хÿшĕ (беседка), волейболла вылямалли площадка, кĕпер тунă, йăла каяшĕсене пухма контейнер вырнаçтарнă. Кунта çавăн пекех ултă автомашина юхан шыв хăйăрĕ кÿрсе килнĕ.

Пантьăк плотининче те шыва кĕме юратакансем йышлă. Унта курăнмалли вырăна шыври инкек-синкекрен сыхланмалли çинчен калакан материалсемпе икĕ щит вырнаçтарнă. “Туслăх” сывлăх лагерĕ патĕнче Сăр çинчи çăлавçăсен посчĕн ĕçченĕсем шыв асăрханулăх правилисемпе паллаштаракан стенд лартнă. Республикăри шыравпа хÿтĕлев службин специалисчĕсем тĕрĕсленĕ вырăна асăрхануллă пулма систерсе шыва янă пичкесемпе (буйка) паллă туса тухнă.

Хăрушсăрлăх уйăхлăхĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсенчи, сывлăх лагерĕсенчи ачасемпе калаçусем ирттернĕ, асăрханулăх темипе плакатсемпе ÿкерчĕксен конкурсне, видеофильмсем кăтартассине йĕркеленĕ, пĕчĕк ачасене шыв çывăхне похода илсе кайнă.

Çакна асра тытни вырăнлă: ирхине е каçхине шыва кĕме тăрăшмалла. Шыв температури 17-15 градусран сивĕ ан пултăр. Шывра 20 минутран ытла пулмалла мар. Малтанхи вăхăтра 3-5 минутран ытла ишсе çÿрес çук. Каярах çак вăхăта тăсма юрать. Çырана тухсан волейболла, бадминтолла выляни усăллă.

Эрех ĕçнĕ çынсен шыва кĕме, хĕвел айĕнче нумай вăхăт пулнă хыççăн тÿрех шыва сикме тăхтамалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика