АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2013.01.23 Кайăксем пулăшу кĕтеççĕ

Хĕл варрине çитрĕмĕр. Çавна май хĕл каçакан кайăксене çăмăлах мар. Апат шыраса тупма вĕсене нумай вăй-хал кирлĕ. Çакна шута илсе тата кăçал Тăван тавралăха сыхламалли çул пулнă май районти шкулсенче вĕренекенсем нумай ĕç туса ирттереççĕ.

Акă Питĕркасси шкулĕнчи иккĕмĕш класс ачисемпе Татьяна Хохлова вĕрентекен тăван тăрăхра хĕл каçакан кайăксем пирки калаçу ирттернĕ, вĕсене апатлантармалли правилăсемпе, кайăксен тĕсĕсемпе паллаштарнă.

Кайăксенчен нумайăшĕ ăшă енне куçса каять. Апла пулин те пирĕн патра хĕлле пысăк тата пĕчĕк кăсăясене, ула таккасене, уйăпсене, çерçисене, чанасене, çирĕк тăррисене, шăкăлчисене, шĕпшĕлсене тата ытти кайăксене курма пулнине пĕлтернĕ, сивĕ хĕл кунĕсенче вĕсене пулăшма чĕнсе каланă.

Çак кунхинех ачасем хĕл каçма юлнă кайăксем валли сырăшсем янтласа панă.

А.ДМИТРИЕВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика