АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2013.01.26 «Пĕчĕк туссене хÿтĕлер»

Районта Тавралăха сыхламалли çулталăка тивĕçлĕ ирттерме палăртаççĕ. Çавна май вĕренÿ, культура учрежденийĕсенче ăна халалланă мероприятисем ирттерме тытăнчĕç ĕнтĕ. Сăмахран, библиотекăсенче, шкулсенче, ача сачĕсенче семинарсем, "çавра сĕтелсем", экологи сехечĕсем, калаçусем йĕркелеççĕ.

Тури Çĕрпÿкасси. Ял библиотекинче "Çут çанталăкра ытлашшисем çук" ятпа информаци сехечĕ иртнĕ. Ăна кăçал Тăван тавралăха сыхламалли çул пулнине шута илсе йĕркеленĕ тата Раççей Правительстви çирĕплетнĕ 2020 çулчченхи "Тăван тавралăха хÿтĕлесси" патшалăх программине сÿтсе явассипе çыхăнтарнă.

Питĕркасси. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăваттăмĕш класра вĕренекенсем Роза Кудюкова ертсе пынипе "Кайăксене хĕлле çитерĕр" акци ирттернĕ. Акци вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ачасем тĕрлĕ материалтан кайăксем валли сырăшсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех "Пĕчĕк туссене хÿтĕлер" калаçу йĕркеленĕ. Ун вăхăтĕнче ачасем хĕл тата кайăксем çинчен сăвăсемпе юрăсем аса илнĕ. "Хĕллехи кайăксем" ăнлава тишкернĕ. Юлашкинчен шкул ачисем шкул паркне тухса сырăшсем çакнă. Вĕсене кулленех апат хурса тăма шантарнă.

Туктамăш. Ял библиотекинче кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли "Кайăксем – хĕлле" экологи сехечĕ иртнĕ. Любовь Деведерова библиотекарь ачасене тăван тăрăхра хĕл каçакан кайăксем çинчен каласа панă. Хĕллехи вăхăтра вĕсене пулăшма чĕнсе каланă: пахчари йывăç тураттисем çине сырăшсем çакса пама сĕннĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика