АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2013.02.09 Февраль – хĕл кунĕсен юлашки уйăхĕ

Ватă çынсем çак уйăхри çанталăк паллисене сăнаççĕ те, çуркуннепе çу мĕнле пулассине пĕлеççĕ. Сăмахран, февраль уйăхĕ сивĕ тăрсан август шăрăх пулать, февраль ăшă – çуркунне сивĕ, тăм нумай ÿкет иккен. Çурт çамкинчен вăрăм, хулăн пăр катăкĕсем çакăнса тăрсан çур вăрăм, çу аван пулать, теççĕ.

Çунатлă туссене – хÿтлĕх

Чăннипе çак уйăх питĕ улшăнуллă: сивви те, ăшши те, çил-тăманĕ те пулкалать. Çак тапхăрта хĕл каçакан кайăксене те çăмăлах мар. Ферма çурчĕсем, йĕтем çи, тырă кĕлечĕсем таврашĕнче апат тупайманран çимелли шыраса вĕсем этем пурăнакан вырăна вĕçсе килеççĕ. Пирĕн вара çунатлă туссене май пур таран пулăшмаллах, хăналама сырăшсем туса çакмалла, унта апат юлашкийĕсене, кĕрпе е тырă таврашĕ хурса памалла. Кайăксене сада илĕртес тесен сырăшсем вырнаçтармалла. Хĕллехи рациона пуянлатма ял çывăхĕнче пилеш, çĕмĕрт, палан, улмуççи йывăççисем пулсан аван.

Кайăксем кил-çурт, йывăçсем йышлă ларакан вырăнсене кăмăллаççĕ. Çакна асра тытса çуркунне ытларах йывăç-тĕм лартса хăварма тăрăшас пулать. Унта хырĕ те, чăрăшĕ те вырăн тупчăр. Сивĕре, кастаракан вăйлă çил вĕрнĕ вăхăтра кайăксем унта хÿтлĕх тупаççĕ.

Пулăсем те пулăшу кĕтеççĕ

Халĕ пĕвесем хулăн пăрпа витĕнсе выртаççĕ. Çавăнпа та пĕвери пулăсене сывлăш çитменни аптăратать, таса сывлăш шыраса вĕсем вакă каснă вырăн шыраççĕ, шыв юхнă çĕрелле пухăнаççĕ. Çын пулăшмасан вĕсене кам пулăшĕ; Çут çанталăка юратакансене ÿркенсе тăмасăр хăвăр тăрăхри пĕве-кÿлĕ çине кайса вакăсем касма сĕнес килет. Хальхи вăхăтра пăра шăтарса шыва уçăлтарни питĕ кирлĕ. Уçă вырăнсене вара чăрăш е хыр лăссисемпе хупламалла, шăнса ларасран асăрхасах тăмалла.

Çурхи кунсем çитиччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Ун чухне çут çанталăк тусĕсен ĕç татах та нумайланĕ. Кăçал Тăван тавралăха сыхламалли çул пулнине шутра тытса пирĕн пурин те ăна хÿтĕлес тесе çанă тавăрса ĕçлемелле.

П.ВОЛКОВ, ЧР тава тивĕçлĕ лесовочĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика