АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2013.04.30 Вăрман – пирĕн пуянлăх, ăна упрамалла

Çуркунне. Ăшă. Ку тапхăр питĕ лайăх, анчах çанталăк ăшăтса пынипе пĕрлех пушар тухас хăрушлăх ÿсет. Çак тапхăрта район вăрманĕсене лесничество ĕçченĕсен пысăк тимлĕх уйăрма тивет.

Пушар тухас хăрушлăх тапхăрне çурхи, çуллахи тата кĕрхи вăхăт çине уйăраççĕ. Çакă ун чухне сывлăш температури пысăк пулнипе, çумăр çуманнипе, шăрăх кунсем тăнипе çыхăннă. Çавăнпа асăннă тапхăрсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла.

- Пушар тухас хăрушлăх тапхăрĕнче лăсăллă вăрмансенче, çамрăк хунавлăхсенче, кив вăрман тĕпĕсенче, торф вырăнĕсенче, йывăç каснă тĕлте, типĕ курăк çинче тата йывăçсем айĕнче вучах чĕртме юрамасть.

- Вăрманта çунакан шăрпăксене, пирус тĕпĕсене, бензинпа е çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе вараланă япаласене пăрахса хăвармалла мар.

- Асăннă тапхăрта районти ĕç тăвакан комитетсем вăрмансемпе торфлă вырăнсене çÿреме чаракан йышăну кăларма пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра районти лесничествăсенче пушар тухас хăрушлăх тапхăрне хатĕрленес ĕç пырать: минерализованнăй йĕрсем йĕркелетпĕр, курмăлă агитацисем, вăрмана кĕресрен шлагбаумсем вырнаçтаратпăр, кану вырăнĕсене палăртатпăр.

Пирĕн хамăр вăрмана упрамалла. Çут çанталăк ытамĕнче каннă хыççăн таврана тирпейлесе хăвармалла, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла. Енчен те вăрманта вут-çулăм асăрхасан тÿрех тивĕçлĕ çĕре пĕлтермелле.

Атнар участок лесничестви: 2-14-47; Майски участок лесничестви: 39-2-33; Пантьăк участок лесничестви: 31-2-30.

Л.КРАСНОВ, Пантьăк участок лесничествин лесничийĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика