Шкул ботаникинчен ас тăватăп, йывăçсене тĕрлĕ мелпе сыпма пулать. Çак ĕçе хăçан тата мĕнле туса ирттермелле – пĕлместĕп. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Михаил Хохлов сад-пахчинчи 30-40 яхăн çамрăк йывăç-хунава сăнатăп: вĕсене чалăшшăн касса сыпнă, унтан полиэтиленпа асăрхануллăн чĕркенĕ. Ку ĕç пуринчен те ăнманни, ĕç вăрттăнлăхĕ пысăкки куç кĕрет.
– Акă, пăхăр, ку иртнĕ çул касса сыпнă çамрăк улмуççи йывăççи. Ав унăн пĕрремĕш çимĕçĕсем те курăнаççĕ. Кусем вара хĕллехи йывăç сорчĕсем – улмисем çуркуннеченех упранаççĕ...
Михаил Иванович кашни йывăç пирки тем чухлĕ каласа пама хатĕр, тăнласа итле те, астуса юл кăна – пурнăçра кирлĕ пулма пултарать. Нихăçан манăçми теорипе практика урокĕнче пулнă пекех туятăн.
Итлетĕп те сад ăстине "Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен" текен каларăш пуçа килет.
– Сад-пахча ĕçне юратакана йывăçсене сыпса аппаланни мĕн тума кирлĕ; Тĕрлĕ улма-çырла йывăçне ĕрчетессипе чăн-чăн профессионалсем ĕçлеççĕ-çке, – тетĕп эп, мучи хăй вăхăтĕнче грейдерпа ĕçленине аса илсе.
– Пĕрремĕшĕ, пĕр-пĕрин çумне касса сыпасси – йывăр ĕç мар, анчах йывăçсене тĕрĕс касса сыпас тесен сахал мар вĕренмелле. Иккĕмĕшĕ, çак ĕç сад-пахчана хăвăра кирлĕ пек тĕрлĕ улма-çырла йывăççисемпе пуянлатма май парать. Виççĕмĕшĕ – хăйне евĕр пултарулăх çул-йĕрĕ уçăлать, ÿссе çитĕнтермелли конкретлă материал тупатăр, çитменнине ăна тĕрлĕ майпа касса сыпса вăл мĕнле вăй илсе чĕрĕлнине, çимĕç панине сăнатăр – çакă питĕ интереслĕ, – каласа парать нумаях пулмасть 80 çул тултарнă Михаил Иванович.
Тăхăр ачаллă çемьере çуралнăскерĕн ачалăхĕ хаяр вăрçă çулĕсемпе тан килнĕ, пĕтĕмпе те пилĕк класс вĕреннĕ вăл. Малалла ăс пухма май пулман, выçса вилес мар тесе аслисемпе тан уй-хирте пилĕк авнă, фронта пулăшнă, тăван хуçалăх ĕçĕнчен пĕр кун та юлман.
Салтак тивĕçне пурнăçланă вăхăтра вăл шофер-автомеханик специальноçне, яла таврăнсан Етĕрнере тракторист-комбайнера вĕреннĕ. Çамрăк çын Алтай тăрăхĕнчи, Казахстанри пуш çĕрсене çĕрĕ-кунĕпе сухаланă çĕрте вăй хунă. Утарçăсен йăхĕнчен тухнă Михаил Хохлова ял-йышра пурте пĕлеççĕ. Çемйинчи пилĕк ывăлпа тăватă хĕртен халĕ вăл пĕчченех юлнă.
Темшĕн хурт-хăмăр ĕçĕ илĕртмен ăна. Аякри çĕрсене парăнтарнă хыççăн яла таврăнса кил-çурт çавăрнă. Унта сад лартсан çеç йывăçсем ÿстересси унăн чун канăçĕ пулнине ăнланса илнĕ. Килĕшекен ĕçри хăш-пĕр вăрттăнлăхсене ăна пиччĕшĕ агроном пулнă май уçса панă.
1960 çултанпа ĕнтĕ Михаил Иванович хăйĕн анкартинче, кил-çурт умĕнче тĕрлĕ улмуççи, груша тата ытти йывăçсем ÿстерет. Садра унăн кашни çулах çĕнĕрен те çĕнĕ сортсем паха çимĕç параççĕ. Паллах, вĕсемпе пасара тухса хушма тупăш та илет.
Йывăçсемпе аппаланакан хăй вăхăтĕнче СХТ, унтан "Агропромхими" пĕрлешĕвĕнче вăтăр çул грейдер-трактористра тăрăшнă, çулла çул сарнă, хĕлле çулсене юртан тасатнă.
Мăшăрĕпе, Ольга Григорьевнапа, икĕ ача ÿстерсе çын тунă. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпах, 23 çул ĕнтĕ, вăл юратнă ĕçĕпе кăсăкланать, ăна хăйĕн пĕтĕм вăй-халне, пултарулăхне парать.
А.Замуткина